Пушар кăтартать типшар
Вут-çулăм пысăк инкек кÿни çинчен нумай çыратпăр, халăха асăрхаттаратпăр. Пушарсем çав-çавах тухаççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 7 хутчен вут-çулăм алхаснă, пушарта 2 çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 5 хутчен «хĕрлĕ автан» авăтса янă, вутра 1 çын вилнĕ.
Халĕ ялсенче инкеке вăхăтра асăрхасан кирлĕ çĕре пĕлтерес тĕлĕшпе таксофонсем лартрĕç. Пушар тухсан 01 е 2-11-01 номерсемпе тÿлевсĕрех шăнкăравлама май пур. Çавăн пекех Билайн, МТС, Смартс компани абоненчĕсен 010, Мегафон компани абоненчĕсен 01-01-01 номерсемпе шăнкăравламалла. Кирек мĕнле чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе «Шанчăк телефонĕпе» (номерĕ 39-99-99) çыхăнма пулать.
"Пирěн пурнăç"