Патшалăх пулăшăвĕ
Амăшĕн капиталĕпе хваттер условийĕсене лайăхлатас, ачасене вĕрентес тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес тĕллевпе усă курма пулать.
Çак укçа-тенке банка хума юрать-и; Амăшĕн капиталĕн сертификатне йышăнать-и вăл; Ачана ют çĕршывра вĕрентес тĕллевпе усă курасшăн укçапа. Çавна май банкри счет çине куçарасшăн.
Саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕпе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çеç усă курмалла. Çавăнпа та ют çĕршыв валли тепĕр енчĕк хатĕрлеме тивет. Асăннă укçа-тенке банк счечĕ çине те куçарма юрамасть. Инфляцие пула укçа йÿнелесрен пăшăрханмалла мар. Ÿлĕмрен те вăл пĕр шайра юлмĕ. Хаксем хăпарнине тата инфляцие кура ăна индексацилеççĕ.
Иккĕмĕш ачашăн тивĕçнĕ амăшĕн капиталĕпе аслă ывăла вĕрентме пултаратăп-и;
Паллах. Патшалăхăн хушма тÿлевĕпе çемьери хуть те хăш ачăра вĕрентес тĕллевпе усă курма пултаратăр.
Енчен те ача чирлет пулсан: операци тума е сипленме пулать-и унпа; Ача виççĕ тултариччен йывăр чирлерĕ пулсан çак укçапа маларах усă курма пулĕ-ши; Пĕрремĕш ачана операци тунă вăхăтра иккĕмĕш ачашăн тивĕçнĕ амăшĕн капиталĕпе усă курма юрать-и;
Шел те, саккун тăрăх амăшĕн капиталĕпе медицинăра усă курма çук.
2010 çулта манăн ача 3 çул тултарать. Эпĕ ăна уйрăм харпăрлăхри ача садне çÿретесшĕн. Амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе кун пек чухне епле усă курмалла-ши; Укçана алла паманран мĕн чухлĕ расхутланнине пĕлме пулĕ-ши;
Амăшĕн капиталне алла памаççĕ. Ача вĕренекен организацие, вĕрентÿ заведенине вăл банк урлă куçать. Çавăнпа та музыка шкулне, ача садне, ÿнер шкулне çÿренĕшĕн, аслă шкулта вĕреннĕшĕн тÿлеме Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине çакнашкал документсем тăратмалла:
- амăшĕн капиталĕн сертификачĕ;
- ача-пăча докуменчĕ, амăшĕн паспорчĕ;
- вĕрентÿ учрежденийĕн лицензийĕ;
- тÿлевлĕ вĕрентÿ çинчен калакан килĕшÿ копийĕ;
- патшалăх харпăрлăхĕ шутланман техникумăн (институтăн, университетăн) патшалăх аккредитацийĕ çинчен калакан свидетельстви (ача сачĕсенче ку документ кирлĕ мар).
Паллах, ача сачĕ валли амăшĕн капиталĕн пĕтĕмĕшле пайĕ тăкакланмĕ. Çавăнпа та тепĕр пайĕпе эсир ачана аслă пĕлÿ пама, пурнăç условийĕсене лайăхлатма е пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес тĕллевпе усă курма пултаратăр.