5 пин яш салтак аттине тăхăнĕ
«Ытти çулсенче çуркуннехи-çуллахи призыв тапхăрĕ июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен пыратчĕ, кăçал 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн», – салтак ретне тăмалли йĕркепе паллаштарнă май пĕлтернĕ Чăваш Ен çар комиссарĕ Александр Мокрушин.
2008 çулта çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн яшсем хĕсметре пĕр çул анчах тăрĕç. Çавна шута илсе нумай çăмăллăха пĕтернĕ. Калăпăр, çемье пуçлăхĕн виçĕ çула çитмен ачи пулсан та салтак атти тăхăнма тивĕ. Çавăн пекех арăмĕ йывăр çын е ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ канура пулнине те шута илмĕç. Енчен те пулас салтакăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалид пуррине çирĕплетекен хут пулсассăн анчах службăран хăтарĕç. Кунсăр пуçне вăй тытăмне кĕрекен органсенче ĕçлекен çамрăксене те çар служби кĕтĕ. Студентсен тĕлĕшĕпе хĕсметре тăрас йĕрке малтанхи пекех, улшăнусем çук.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, çуркунне – 2 пин, кĕркунне 3 пин чăваш каччи салтак аттине тăхăнĕ.
"Пирěн пурнăç"