Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çуркунне сивĕ, çулла ăшă пулĕ

«Çурхи кунсем сивĕ пулĕç. Тăман тухса кĕрт те хÿсе лартĕ», – пĕлтернĕ «Чăваш Енри çанталăк» проект авторĕ Владимир Михайлов. Çумăр çунипе юр та ирĕлсе пĕтĕ. Март уйăхĕн пĕрремĕш çурри хыççăн çанталăк каллех сивĕтĕ. Çĕрлесерен сывлăш температури 8-13 градус сивĕпе танлашĕ. Юр та çукалĕ.

Апрель уйăхĕ хальхинче ытти çулсенчипе танлаштарсан сивĕрех пулмалла. Малтанхи кунсенче лÿшкесе çумăр çăвĕ. Çурхи шывсем кĕрлесе юхĕç. Термометр уйăх пуçламăшĕнче 3-8 градус ăшă кăтартĕ, вуннăмĕш хыççăн 0 градусран та анса ларĕ, 5 градус сивĕпе танлашĕ. Апрель уйăхĕн вĕçнелле хĕвел вăйлăрах пăхĕ, ăшă кунсем парнелĕ. Кăнтăрла 10-15 градус, каçхине 5 градус ăшă пулĕ.

«Май уявĕсем йĕпе-сапаллă пулмĕç», – шантараççĕ «Чăваш Енри çанталăк» проектра. Кунсерен ăшăтса пырĕ, 17 градусран пуçласа 28-чченех хăпарĕ термометр юпи. Çав хушăрах çурхи кунсем ултавлă тенине те манмалла мар. Çĕмĕрт сивви те хăй çинчен аса илтерме пултарĕ. Çĕрлесерен тăм та ÿкĕ. Çу уйăхĕнче аслатиллĕ çумăр та пулĕ.



"Пирěн пурнăç"
19 марта 2008
00:00
Поделиться