Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Юрату чирĕсем» ыр кÿмеççĕ

Иртнĕ эрнере венери чирĕсемпе кĕрешекен ведомствăсем хушшинчи комиссин (председателĕ – район пуçлăхĕн çумĕ Т. Шереметьева) черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ларура район территорийĕнче венери чирĕсем – гонорея, сифилис – анлă сарăлса пыни, вĕсемпе çине тăрса кĕрешмелли çинчен çивĕч калаçрĕç.

Ю. Черендеева врач-дерматовенеролог асăннă чирсем районта сарăлнине çирĕп тĕрĕслесе тăрать пулин те, «юрату чирĕсем» çав-çавах сарăлаççĕ. 2007 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Питĕркасси, Серенкасси, Мăн Этмен, Шулю, Хĕрлĕ Чутай, Туктамăш ялĕсенче сифилис тупса палăртнă. Пурĕ 11 çын çак чире çаклатнă. Вăл шутра сифилиспа чирлĕ çуралнă ача та пур. 2008 çулта 2 уйăх хушшинче сифилиспа чирлĕ тата 3 çынна (Штанашпа Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче) тупса палăртнă. Палăртмалла, асăннă чирпе асапланакансенчен ытларахăшĕ ниçта та ĕçлемеççĕ, çемьеллĕ мар тата ĕçкĕçсем.

Гонорея чирĕ те тĕлĕрмест. 2007 çулта çак чирпе 35 çын чирлени паллă. Ку республикăри вăтам кăтартуран чылай пысăк.

Венери чирĕсем ырри патне илсе пыманни пирки халăха ăнлантарассипе, шкулсенче вĕренекенсемпе калаçусем ирттерессипе, çак чирсем çинчен хаçатра пичетлессипе медицина ĕçченĕсем сахал мар ĕçлеççĕ. Медицина тĕрĕслевне пыракансене сифилис, гонорея чирĕсенчен тĕрĕслеççĕ. Юлия Петровна венери чирĕсемпе кĕрешесси медицина ĕçченĕсен тивĕçĕ кăна мар пулнине, çак ĕçе ял тăрăхĕсенчи специалистсемпе милици сотрудникĕсене те явăçтармаллине асăнчĕ. Мĕншĕн тесен венери чирĕсем сарăлса кайни обществăшăн питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Çавăн пекех Штанаш, Хĕрлĕ Чутай, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку енĕпе вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕç. Комисси членĕсем унти чирлĕ çынсене чир-чĕртен сыватассипе çине тăрса ĕçлемеллине, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене, ĕçкĕçсене медицина тĕрĕслевне тăратмалла тесе йышăнса хăварчĕç.

Венери чирĕсемпе кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ комисси ларăвне Т. Шереметьева пĕтĕмлетрĕ, асăннă чирсем ырри патне илсе çитерменни, вĕсемпе çине тăрса кĕрешмелли пирки каларĕ.



"Пирěн пурнăç"
12 марта 2008
00:00
Поделиться