Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

Николай Чубайкин Хурапыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Питĕркасси шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Çар служби хыççăн каччă ялта ĕçлесе пурăнма тĕллев лартнă. 2003 çулта пултарулăхне кура ăна Хурапыр клубĕн администраторĕ пулма шанаççĕ. Коля юрлама-ташлама ăста. Ял тăрăхĕнчи, район шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать вăл, пултарулăхĕпе савăнтарать.

2006 çултанпа Н.Чубайкин Питĕркассинчи тĕслĕх библиотекине ертсе пырать. Çĕнелсе улшăннă, оргтехникăпа, литературăпа пуянланнă вулавăша халăх кăмăлпа çÿрет, вулакансен шутĕнче ачасен йышĕ те пĕчĕк мар.

Çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне аталантарассишĕн, информаци илеслĕхне ÿстерессишĕн библиотека ертÿçи Николай Валерьевич нумай тăрăшать: тĕрлĕ енлĕ стендсене, çĕнĕ кĕнекесен куравĕсене йĕркелесех тăрать. Вулавăша çÿрекенсем кирлĕ литературăпа туллин паллашма пултараççĕ. Тĕслĕх библиотекăра электронлă вĕрентÿ пособийĕсем пурри студентсемпе шкул ачисене нумай усă парать. Пĕчĕк шăпăрлансем те кунта видеопа ача-пăча фильмĕсене пăхма çÿреççĕ, çав хушăрах кĕнекепе туслашма хăнăхаççĕ.

Маттурлăхне, тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура ĕнтĕ Николай Чубайкин 2008 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçрĕ.



"Пирěн пурнăç"
12 марта 2008
00:00
Поделиться