Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Клуб çути йыхăрать

Серенкассинчи Культура çурчĕ – ял илемĕ. Унта пушă вăхăтра ватти-вĕтти, вăй питти çынсем йышлă çÿреççĕ. Кунтах тĕслĕх библиотека та вырнаçнă. Кĕнеке, хаçат-журнал вулас текенсем валли унăн алăкĕ яр-уçă. Сăмах май, Культура çуртне иртнĕ çул юсаса çĕнетнĕ. Стенасене штукатурка тунă, сăрласа илемлетнĕ.

2000 çултанпа Культура çурчĕн ĕçне Владимир Николаевич Оринов йĕркелесе-ертсе пырать. Вăл маларах хуçалăх водителĕнче тăрăшнă. Сахал мар çул çÿренĕ, тĕрлĕ груз турттарнă. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине çамрăклах аван ăнланса илнĕ вăл.

– Эпир мĕн пур ĕçе планпа килĕшÿллĕн туса пыратпăр, – тет Владимир Николаевич. – Акă, 5 çынран йĕркеленĕ клуб канашĕ пур. Унăн членĕсем – çамрăксем. Пурте пултаруллă та çаврăнăçуллă вĕсем, культура ĕçне япăх мар пĕлеççĕ.

Библиотека заведующийĕ З.Анисимова ял халăхĕпе таччăн çыхăнса ĕçленине палăртмалла. Вăл вулакансем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Кĕнеке куравĕсем, калаçусем, конференцисем интереслĕ иртеççĕ. Клуб канашĕн членĕ пулнă май, Культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕ те унăн чунне çывăх. Чылай мероприятисене хăй те хутшăнать, çамрăксене те явăçтарать. Пултарулăх ертÿçи А.Ярабаев концертсем кăтартма ăста. Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Патьянов халăха иртнĕ çулхи ĕçсем çинчен отчетсем туса панă хыççăн культура ĕçченĕсем кашнинчех пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

– Пирĕн хальхи çутă тĕллев, – терĕ Владимир Николаевич, – районта иртекен смотр-отчета тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси. Ку енĕпе ĕç пуçланчĕ ĕнтĕ. Хора çÿрекенсем репетицисене активлă хутшăнаççĕ, çĕнĕ юрă-ташă вĕренеççĕ. Каçсерен клуб çути чылайччен сÿнмест, вăл ял çамрăкĕсене хăй патне йыхăрать...

Шашка-шахматла тата доминолла выляма çÿрекенсен йышĕ те пĕчĕк мар. Çапла вара çамрăксем ял хушшине тухаççĕ, килти «тăватă кĕтес» тăвăр вĕсемшĕн. Тус-тантăшпа курса калаçсан чун-чĕре хăпартланать-çке. Килте телевизор умĕнче ларни мар ĕнтĕ. Вăйăсем çамрăксен ăс-тăнне çивĕчлетме пулăшнине те манмалла мар.

Культура çуртĕнче Хисеп грамотисем çакăнса тăраççĕ. Лайăх ĕçшĕн, пултарулăх ушкăнĕн çитĕнĕвĕсемшĕн панă вĕсене. Кунпа пĕрлех Çĕнĕ çул валли клуба чипер илемлетнĕшĕн тивĕçнĕ награда та пур.

– Культура ĕçĕ йывăр та, пархатарлă та, – каласа парать Владимир Николаевич. – Ялти çынсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме çăмăл мар. Çапах та эпир мĕн пултарнă таран тăрăшатпăр. Ялта пурăнакансен пушă вăхăтне усăллă ирттерме вăй-халăмăра шеллеместпĕр.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров йышăннă «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçа кĕртмелли тĕп тĕллевсем – муниципалитет тытăмĕсен культура учрежденийĕсен пулăшăвĕн пахалăхне, вĕсен ĕç эффективлăхне ÿстересси. Çапла майпа халăх канăвне лайăхрах йĕркелемелли майсем туса парасси. Çакă Серенкассинчи Культура çуртĕнче тăрăшакансем умне те çивĕч задачăсем кăларса тăратать, вĕсене татса пама хушать. Ку малашлăхшăн паян ĕçлеме вăй парать.



"Пирěн пурнăç"
12 марта 2008
00:00
Поделиться