Суйлав: Дмитрий Медведев çĕнтернĕ
Çĕршыв историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм – Президент суйлавĕ – хыçа юлчĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче халăх хăйĕн сăмахне каларĕ.
Чăваш республикинче 955051 суйлавçă, рăйонта – 16457. Республикипе çав йышран 73, 44 проценчĕ суйлава хутшăннă, районта – 76, 75 процент. Калас пулать, суйлава хутшăнас енĕпе елчĕксем, патăрьелсем, шăмăршăсем тата улатăрсем хастар пулнă. Районта пурăнакансенчен вара Атнар тата Тралькасси ял тăрăхĕсенчи суйлавçăсем малти ретсенче. Суйлавçăсен хастарлăхĕ ÿсни Чăваш Енре пурăнакансем граждан тивĕçне туллин ăнланнине, вĕсем яваплăха туйнине çирĕплетет.
Суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи пĕтĕмлетÿпе республикăра пурăнакансен 66, 48 проценчĕ, районти çынсен 65, 24 проценчĕ РФ Президенчĕ пулма Дмитрий Медведевшăн сасăланă. Геннадий Зюганов республикăра 22, 57 процент сасă пухнă, районта – 25, 17 процент, Владимир Жириновский: республикăра – 7, 99 процент, районта – 5, 54 процент, Андрей Богданов: республикăра – 1, 01 процент, районта – 0, 65 процент. Дмитрий Медведевшăн уйрăмах Атнарпа Питĕркасси тата Пантьăк ял тăрăхĕсем ытларах сасă панă.
Кашни суйлав участокĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе хаçатăн çитес номерĕнче районти суйлав комиссийĕ тĕплĕнрех паллаштарĕ.