Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шкул – 90 çулта

Иртнĕ эрне кун Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкул коллективĕ шкул 90 çул тултарнине паллă тунă. Уява тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, унта ĕçленĕ учительсем, ачасене вĕрентес ĕçре тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем килсе çитнĕ. Шкул юбилейне район пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăннă.

Уява туллин ирттерес тесе учительсемпе вĕренекенсем стена хаçачĕсем, шкул пурнăçне сăнлакан стендсем чылай тунă, пысăк концерт та хатĕрленĕ. Юбилейра шкул аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнă учитель-пенсионерсем аса илÿсемпе тухса калаçнă. Александр Иванович шкул коллективне, ветерансене, уява килнисене вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă, чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе чысланă, шкула парне панă.

Юбилее пухăннисем пĕрле ĕçленĕ, вĕреннĕ вăхăтсене аса илнĕ, шкулпа тĕплĕн паллашнă, тăван шкул ытамĕнче пулса савăннă.



"Пирěн пурнăç"
05 марта 2008
00:00
Поделиться