Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Малашлăх планĕсене пăхса тухрĕç

Февралĕн 28-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне район пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăнчĕ.

Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.Б.Новикова пухăннисене кун йĕркипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕн çумĕ А.М. Столярова район депутачĕсен ларăвĕн 2008 çулхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2007 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2008 çулхи малашлăх тĕллевĕсем çинчен район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин калаçрĕ. Александр Петрович район ĕç çыннисем йывăрлăхсене çĕнтерсе 2007 çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ малашлăхра аталанма май паракан тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулнине ăнланса çĕнĕ технологипе ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ. Патшалăх пулăшнипе, республика, район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ çителĕклĕ хывнăран ял хуçалăх продукцине туса илессине район 102, 5 процент пурнăçланă, çавна май 85 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Уйрăмах аш-какай, сĕт туса илессипе “Свобода”, “Нива”, “Коминтерн” хуçалăхсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ аван ĕçленĕ. Çав хушăрах “Асамат”, “Путь Ильича” ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсем пĕчĕкленнĕ. А.П.Самылкин выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăратлăх енĕпе çителĕксĕр ĕçленине те асăнчĕ. Кĕтĕве çĕнетсе пыманни продукци илессине чылай чакарнине палăртрĕ.

Промышленноç, социаллă аталану, культура, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ тытăмĕ, пурăнмалли çурт-йĕр, çул-йĕр, демографи, ĕç рынокĕ, пенси ыйтăвĕсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. 2008 çулта татах тăрăшарах ĕçлесе ял çыннисене пурăнма, тивĕçлĕ канма лайăх условисем туса памалла, терĕ.

Юлашкинчен Александр Петрович районăн 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă аталану Стратегийĕпе паллаштарчĕ. Унта мĕн пур сферăри экономикăна, тĕрлĕ проектсене пурнăçламалли тата ытти нумай ене кăтартса панă.

2008 çулта хăш-пĕр çын пурăнман муниципаллă пурлăха приватизацилес планпа С.А.Митрасова специалист паллаштарчĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн специалисчĕ Л.С.Фондеркина районăн 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли программа çинче чарăнса тăчĕ. Çакă – экономикăна аталантармалли нумай çуллăх план. Вăл çирĕп аталану планĕ пулма тивĕç. Çитес 5 çулта районта тупăш татах нумайрах илме, пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене туллин пурнăçлама палăртаççĕ.

Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.Б.Новикова депутат тивĕçне мĕнле пурнăçлани çинчен отчет туса пачĕ, депутатсем районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. “Коминтерн” ЯХПК ертÿçи пулнă май, вырăнти ĕç çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн чуна парса ĕçленине асăнчĕ, Ырă ĕçсен çулталăкне нумай ырă ĕçпе пуçланине, уйрăмах Березовкăри Ветерансен çуртне чылай пулăшу панине, унти ватăсем килти пек условисенче пурăннине каларĕ. А.Б.Новикова тăрăшнипе унта халĕ ĕне, сыснасем, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ.

Районăн Уставне улшăнусем кĕртес ыйтупа райадминистраци юрисчĕ А.В.Михеева тухса калаçрĕ.

Районти финанс пайĕн начальникĕ О.В.Музякова “Чăваш Республикин бюджечĕ” саккунпа килĕшÿллĕн 2008 çулхи район бюджетне улшăнусемпе хушăмсем кĕртес ыйтăва çĕклерĕ. Çакăн сăлтавне бюджет системинче тăрăшакансен ĕç укçине 14 процент ÿстернипе тата ытти сăлтавсемпе ăнлантармалла. Паянхи район бюджечĕ 178 695 500 тенкĕпе танлашать.

Малалла çамрăк çемьесене кил-çуртпа тивĕçтерес, обществăлла инфратытăм, çул-йĕр строительствин малашлăх тĕллевлĕ программисемпе райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕн çумĕ, çул-йĕр секторĕн заведующийĕ В.Н.Романов, вĕрентÿ тытăмĕн ĕçĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, физкультурăпа спорт тата туризма аталантарас йĕркепе социаллă аталану пайĕн специалисчĕ Ю.И. Столяров, ĕç сыхлавне лайăхлатасси, демографи çинчен социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева паллаштарчĕç. 2008 çулхи тата нумай çуллăх программăсемпе паллашнă хыççăн депутатсем ĕçке хирĕç кĕрешес, халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли ыйтусемпе калаçрĕç.

Депутатсем ЧР Президенчĕ патне район музейĕн директорне, юрăçа, композитора З.С.Спиридонована “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” ят парас тесе ыйтса çырма йышăнчĕç.

Хуçасăр пурлăха ял тăрăхĕсен реестрне кĕртмелли ыйтăва та хускатрĕç ларура.

Депутатсен Пухăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ, районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн кашнин тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ.



"Пирěн пурнăç"
05 марта 2008
00:00
Поделиться