Кооперативсем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ
Килти хушма хуçалăха аталантарма кирлĕ условисем туса хуни ял хуçалăх продукцине хатĕрлес ĕçе вăйлатма май парать. Кунпа пĕрлех çак секторта пулăшу паракан тата тивĕçтерекен тытăмсен ĕçне лайăхрах йĕркелеме пулать
Акă, 2006 çулта килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие сутма, пурлăхпа техника ресурсĕсемпе тивĕçтерме 3 ял хуçалăх кооперативĕ туса хунă. 2007 çулта кун пек кооперативсем тата 4 йĕркеленĕ. Анчах шута илнĕ кооперативсен çурри те ĕçе пуçăнман. “Родник”, “Забота” тата “Для Вас” кăна умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. “Залесное – Согласие”, “Рубин”, “Мильта”, “Атрика” ял хуçалăх кооперативĕсен ĕçĕ курăнсах каймасть.
Кĕскен калас пулсан, кооперативсем лайăх ĕçлени халăхран ытлашши ял хуçалăх продукцине ытларах пухма, çавăн пекех ял тăрăхĕсен бюджетри тупăш пайне ÿстерме май парĕччĕ. Ку енĕпе ĕçе йĕркелесе яни кăна кирлĕ.
"Пирěн пурнăç"