Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Килĕштерсе ĕçлесчĕ

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнче вĕрентÿ экономика аталанăвĕн пĕтĕм йывăрлăхне татса памалли никĕссен никĕсĕ тесе палăртнă. Çавна шута илсе ĕнтĕ ăна паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ ĕçлеççĕ. Вăл Ырă ĕçсен çулталăкĕпе тан килни, пĕри тепринпе килĕшсе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ.

Ыр кăмăллăх мероприятийĕсем хушшинче малашлăхшăн тăрăшса ĕçленине курса чун савăнать. Акă, иртнĕ эрнере ыр кăмăллăх акцине хутшăнса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн представителĕсем, студенчĕсем районта пулчĕç: районăн илемлĕ вырăнĕсене, вĕрентÿ учрежденийĕсене çитсе курчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Малашнехи ĕç программине пурнăçласа, район администрацийĕпе шкулсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетес, выпускниксене аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме майсем туса парас тĕлĕшпе ЧГУ-н ректорĕпе Л.П.Кураковпа район пуçлăхĕ А.И.Криков килĕшÿ туса алă пусрĕç. Ку район историйĕшĕн паллă пулăм. Унтах Лев Пантелеймонович Чăваш патшалăх университетĕнче Хĕрлĕ Чутай çамрăкĕсем чылаййăн вĕреннине, вĕсен пултарулăхĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Документ çине алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн университетри профессорсемпе доцентсем Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулне килсе педагогсене пулăшу парса тăрасса, çакă аслă пĕлÿ илме кăмăллисен йышне татах ÿстерессе шантарчĕ.

Ыр кăмăллăх мероприятийĕнче спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Студентсемпе районти çамрăксем хушшинчи тупăшура алă вăйне виçессипе И.Родионова (спорт шкулĕн тренерĕ) чемпион пулса тăчĕ. Л.П.Кураков районти чи вăйлă спортсмена Хисеп грамотипе медаль тата парне парса чысларĕ.

Студентсен концерчĕпе пухăннисем кăмăллă пулчĕç. Ыр кăмăллăх концертĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ нумай янăрарĕ. Чылай хут лауреат ятне тивĕçнĕ искусство факультечĕн халăх инструменчĕсен оркестрĕн пултарулăхĕ халăх асĕнче юлчĕ. Оркестрта вылякан пирĕн ентеш А.Возяков баянист питĕ ăста вылянипе куракансене тыткăнларĕ. Чăваш эстрада юрăçи А.Уляндина ертсе пыракан искусство факультетĕнчи фольклор ушкăнĕ чылай юрă шăрантарчĕ.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Ырă ĕç туни – анлă ăнлав. Вăл пурлăхпа, укçа-тенкĕпе пулăшни çеç мар. Çыннăн ăс-тăнĕ, кăмăлĕ таса пултăр, чунĕ савăнăçпа çиçтĕр. Ырă туни хамăр патах çаврăнса çитнине манар мар.



"Пирěн пурнăç"
05 марта 2008
00:00
Поделиться