Яла таврăнса фермер ĕçне кÿлĕннĕ
Фермер пулма кăмăллă пулни хистенĕ вĕсене хула пурнăçне пăрахса яла таврăнма. Ача чухне ялта ÿсни те тăван енех туртнă. Унсăр пуçне ялсенчи хуçалăхсен пушă витисем выльăх сассисĕр тăни те пăшăрхантарнă кил хуçи арăмне Венера Кагункинана. Сурăх ĕрчетес тĕллевпе Туканашра çуралнă Кагункинсем Хĕрлĕ Çыр ялĕнче çурт илсе пурăнма тытăннă. Тăван ялта вырнаçма май килменнин сăлтавĕ – “Коминтерн” хуçалăхăн фермине арендăна илни пулса тăнă. Малалли ĕç-пуç мал ĕмĕтлĕ çемьен йĕркеллех пулса пынă. Ертÿçĕсен, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса часах Самар облаçĕнчен 97 пуç сурăх, 4 така илсе килнĕ. Ытларах аш-какай кÿрекен сурăхшăн пĕриншĕн 7 пин кăларса хума тивнĕ тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсен. Кил-çуртра килĕшÿ пулсан, ял çыннисемпе те пĕр чĕлхе тупма самаях çăмăл. Кĕске вăхăтрах кĕтÿçсем те тупăннă, ĕçе пуçăннă. ”Халăх ăнланни, патшалăх, вырăнти ертÿçĕсем пулăшни ĕмĕте пурнăçлама хавхалантарать”, – теççĕ Венерăпа Анатолий Кагункинсем. Тепĕр икĕ çултан çĕнĕ çурт çĕклес тĕллеве те пытармасть пĕр шухăшлă мăшăр. Анчах та чул çурт мар, йывăççи илĕртет вĕсене. Хăтлăрах, илемлĕрех, ăшăрах пек туйăнать, теççĕ. Ĕмĕчĕсем пысăк-ха Кагункинсен – сурăхсене пин пуçа çитересшĕн. Апла пулсан, район ятне çĕклеме, фермер ĕçне аталантарма тĕв тунă çемьене ăнăçу та телей сунасси кăна юлать.