Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Умри тĕллевсене пурнăçлар

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин патшалăх Канашне янă Çырура çакна палăртрĕ: Чăваш Еншĕн ним ÿстермесĕр истори пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕçлетпĕр, çавна пула республика ытти республикăсенчен хăтлăхпа, тирпей-илемпе, экологи ăнăçлăхĕпе лайăх енчен уйрăлса тăма тытăнать.

Халех татса памалли экологи задачисен шутне районта Хĕрлĕ Чутай сали валли биологи мелĕпе тасатакан сооружение çĕнетесси кĕрет. Ăна реконструкцилес ĕçе 2009 çулта вĕçлеме йышăннă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 24 миллион тенкĕ уйăрса параççĕ. Çавăн пекех хытă йăла каяшĕсен полигонĕн проектне хатĕрлеççĕ.

Экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе урăх ĕçсем те туса ирттеретпĕр. Акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Криков «Хĕл каçма юлнă кайăксене пулăшу парас, ваксем касас тата вак каснă вырăнсене улăм кĕлтисем лартса хăварас тĕлĕшпе уйăхлăх ирттересси çинчен» йышăну кăларнăччĕ. Ăна пурнăçласа Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 1-8 классенче вĕренекенсем кайăксем валли 26 сырăш туса çакнă. Çавăн пекех Çĕн Атикасси шкулĕнче – 53, Штанашра – 21, Хĕрлĕ Чутайра – 200, Пантьăкра – 27, Питĕркасси шкулĕнче 39 сырăш хатĕрлесе йывăçсем çине çакса тухнă. Ачасем халĕ çунатлă туссене тĕрлĕ апат-çимĕçпе «сăйлаççĕ».

Сунарçăсемпе пулăçсен обществин членĕсем кÿлĕсенче 56 çĕрте вак каснă. Çакă ÿсен-тăран çĕрнине пула пулăсем тăвăнса вилес хăрушлăха чакарать.

Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Республикин Президенчĕн Çырăвĕ çут çанталăк тусĕсем умне те пысăк та яваплă задачăсем кăларса тăратрĕ. Умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлассишĕн паян кашнин вăй-хала шеллемелле мар.



"Пирěн пурнăç"
01 марта 2008
00:00
Поделиться