«Путь Ильича» – уçă акционерлă общество
Пĕтĕмĕшле илсен, колхоз экономики малалла аталанаймасть. Отчетлă тапхăрта виçĕ председатель улшăннă. Хуçалăх çĕнĕ техника туяннипе кăна патшалăх умĕнче 8 миллион тенкĕ ытла парăмра. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси, ĕне выльăхсемпе сыснасене куллен ÿт хуштарасси пĕчĕк. Мĕншĕн тесен выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварман. Ăратлăх ĕçне юхăнтарса янă. Кĕтĕве çĕнетесси кирлĕ пек пулса пымасть.
Тыр-пул тухăçĕ япăх. Пĕлтĕр кашни гектартан 14, 7 центнер кăна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Виçĕм çул кĕрхи çĕртме пачах туман.
Çакăн пек çитменлĕхсемпе килĕшсе пурăнасшăн мар ял çыннисем. Вĕсем “Путь Ильича” колхоза пĕтерсе “Путь Ильича” уçă акционерлă общество туса хума йышăнчĕç. Унăн генеральнăй директорĕ пулма Андрей Анатольевич Чеченешкина суйларĕç. Çавăн пекех 5 çынран директорсен Канашне, 3 çынран ревизи комиссине йĕркелерĕç, Устав капиталне çирĕплетсе хăварчĕç.