«Пилеш» ача садне пулăшу панă
Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çапла, пĕр-пĕрне лайăх тунине нимĕн те çитмест. Акă, нумаях пулмасть «Пилеш» ача садне Туканашри «Дар – Бройлер» чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.И.Лисаев музыка залне валли урайне сармалли 4 кавир тата вĕсене тасатма пылесос парнелесе ырă ĕç турĕ.
Паянхи кун ачасен çĕнĕ, таса та ăшă кавирсем çинче ирхи гимнастика, музыка, физкультура занятийĕсем, ташă кружокĕ иртеççĕ. Çавăн пекех, палăртма кăмăллă, Н. И.Лисаев ача садне сентябрь уйăхĕнче кĕпе -йĕм çумалли машина парнеленĕ, ноябрь уйăхĕнче вара чи пĕчĕккисем валли теттесем парса пулăшнă.
"Пирěн пурнăç"