Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕр ыйтăвĕ шухăшлаттарать

“Хĕрÿ лини” ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Роснедвижимость Управленийĕн 3 " уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Сергей Витальевич Таеров хуравлать. Палăртмалла, районта пурăнакансене уйрăмах çак ыйтусем пăшăрхантараççĕ.

– Çĕре хăçантан туянма ирĕк пур?

– Агропромышленноç комплексĕн тытăмĕнче вăй хуракан ял çынни 2003 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче пурнăçа кĕме тытăннă Раççей Федерацийĕн «Çĕр йĕркелÿ çинчен» саккун ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсене сутмалли тапхăра вырăнта хăйсене палăртма ирĕк панине лăйăх ас тăвать. Ăна тĕпе хурса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ те кун пирки саккун йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн муниципалитетсенче акса-лартса тăракан çĕрсене 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен сутма ирĕк паман. Малашне вара пирĕн муниципалитет органĕсем хăйсен тытăмне кĕрекен ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсене харпăрлăхлатма пултарĕç. Калас пулать, асăннă саккун влаç органĕсене кăна мар, хăш-пĕр уйрăм граждансене те ÿлĕмрен çакнашкал çăмăллăх кÿрет. Сăмахран, 1991-1992 çулсенче фермер хуçалăхĕ йĕркелеме патшалăхран ĕмĕрлĕхе усă курма илнĕ çĕр лаптăкĕсен хуçисем те кăçалхи январь уйăхĕнчен ăна тÿлевсĕрех харпăрлăха илме пултарĕç.

– Хăй тытăмлăх органĕсем торга е аукциона мĕнле çĕр лаптăкĕсене кăларма пултараççĕ-ха?

– Чи малтанах, паллах, панкрута тухнă хуçалăхсене. Мĕншĕн тесен кун пек предприятисен çĕр лаптăкĕсем хăй тĕллĕнех, судсăр-мĕнсĕр район администрацине куçаççĕ. Мĕншĕн тесен ăна патшалăх хуçалăха сроксăр усă курма çеç панă пулнă. Кунсăр пуçне аукциона тăратаканнисен йышне хăш-пĕр уйрăм çынсен çĕр пайĕсем те кĕме пултараççĕ. Федерацин «Çĕр йĕркелÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра çĕр пайĕн хуçисене палăртас ĕç-хĕл пырать. Ял çынни хăйне тивĕçекен çĕр пайĕн хуçи пулнине ĕнентерекен свидетельство илет. Анчах та аукциона е торга тăратакан лаптăкăн хакне хуçи хăй палăртма пултараймасть. Ăна палăртма унăн хак тăвакан никама пăхăнман организацирен пулăшу ыйтмалла. Шăпах унта шутласа панă хакран пуçланать те аукцион.Унта хутшăнакансен йышне кура хака ÿстерсе пыраççĕ. Çавăнпа та çĕр лаптăкĕн пасар хакĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Кунта çакна та каласа хăвармалла, аукционра е торгра туянакан пĕр çын çеç пулсан çĕр лаптăкне сутмаççĕ, ăна арендăна кăна пама ирĕк пур.Çавăн пекех тепĕр йĕрке пур. Аукционра пĕр çын районти пур лаптăкăн 10 процентĕнчен ытла туянма пултараймасть.

– Паянхи куна районта пурăнакансенчен пурĕ миçе çын çĕр пайĕллĕ пулнă?

– Калас пулать, паянхи кунччен 76 пай уйăрса панă. Пĕтĕмпе вара 11 пин 937 пай е 18160 гектар уйăрса парас пулать.

Çĕр пайĕн хуçи вилнипе свидетельство илейменнисем нумай. Паллах, ăна еткерлĕхе (наследство) илме тивĕçекенсен çак ыйтăва судра татса пама май пур.Çак ушкăна кĕрекен çĕр пайĕн ыйтăвĕпе ял тăрăхĕсем ĕçлĕç. Вĕсен списокне туса компьютера кĕртĕç, хаçатра пичетлĕç. Ун хыççăн 90 кун иртсен, ыйту сиксе тухмасан, суд йышăнăвĕпе çĕр пайĕ чылай чухне ял тăрăхне куçать е вăл район администрацийĕн те пулма пултарать. Ăçта куçнине кура ку е вăл хăй тытăмлăх органĕ ăна аукциона кăларать.

Уйрăм çын хăйне тивĕçекен çĕр пайĕн хуçи пулнине ĕнентерекен свидетельство илес тапхăр вĕçленсе пырать темелле. Анчах паянхи кун унпа усă курма тытăннине пĕлтермест. Чылайăшĕн çĕр пайĕ хальлĕхе хуçалăхсенче, малашне унпа мĕн тăвассине пĕлмест. Саккунпа килĕшÿллĕн, вăл ăна арендăна пама пултарать-ха. Хăй пайĕпе фермер хуçалăхĕ те йĕркелеме май пур. Çавăн пекех вăл ăна хуçалăхра та хăвараять. Анчах та малтан харпăрлăхлатса свидетельство илмелле. Унтан хуçалăхпа килĕшÿ çырса ăна пама юрать. Унсăрăн, енчен те предприяти панкрута тухас пулсан, свидетельствăсăр çĕр пайĕ хуçалăх парăмне тÿленĕ çĕре те кĕрсе кайĕ, унсăрах тăрса юлмалла пулĕ. Килĕшÿ çырса хуçалăха парсан шанчăклă та, тупăшлă та.

– Уйри çĕрпе усă курма пăрахасшăн, ку енĕпе мĕнле документ тумалла?

– Çĕр пăрахасшăн пулсан, район пуçлăхĕ патне кун пирки ыйтса çырмалла.Унтан район пуçлăхĕ эсир ыйтса çырнă тăрăх йышăну кăларать. 3 кун хушшинче вара сире кун çинчен пĕлтерме тивĕç.

– Çĕр пайĕн хуçи пулнине ĕнентерекен свидетельствăна ăçтан илмелле?

– Свидетельство сирĕн алăра çук пулсан, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен е вырăнти хуçалăхран ыйтма пултаратăр.



"Пирěн пурнăç"
01 марта 2008
00:00
Поделиться