Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

В.Путин çĕршыв малашлăхне курать

Февралĕн 8-мĕшĕнче РФ Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕнче Раççей Президенчĕ хăй çĕршыв пуçĕнче тăнă сакăр çула пĕтĕмлетсе тухса калаçнă. Владимир Путин çĕршывăн ĕнерхи тапхăрĕпе тата паянхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Тухса каланин тĕп шăнăрĕ – Владимир Владимирович Раççей малашлăхне 2020 çулччен мĕнле курни. Уйрăммăн акă вăл мĕн каланă.

Халăх пулăшăвне туйса тăнăран

Сакăр çул каялла çĕршывра лару-тăру питĕ йывăрччĕ. Дефолт çынсен перекечĕсене “çисе янă”, террористсем граждан вăрçи пуçарчĕç, пурăнмалли çуртсене сирпĕтрĕç. Анчах халăха хăратаймарĕç. Раççее хÿтĕлеме, унăн пĕрлĕхне упраса хăварма çар çыннисем кăна мар, пĕтĕм общество кар! тăчĕ. Çак пулăшăва эпĕ ялан курса-туйса тăнă, унсăрăн нимех те тăвайман пулăттăм...

Арканас хăрушлăх иртрĕ

Тулаш вăйсен витĕмĕпе çĕршыври сепаратистсем Раççей вăй-хăватне чакарас, тен, салатса ярас тĕлĕшпе хăйсен киревсĕр ĕçĕсене пурнăçлама тăрăшрĕç. Ичкерипе Дагестан халăхĕсен хăй тĕллĕн пуçтарăннă конгресĕнче Хура тинĕсрен пуçласа Каспи тинĕсĕ таран Халифат йĕркелесшĕн çунчĕç. Анчах вĕсен сĕмсĕр ĕмĕчĕ путланчĕ. Çавăн пекех Раççей субъекчĕсен хушшине территори тĕлĕшĕнчен савăл çапса кĕртме хăтланчĕç. Чăнах та, ун пек тавлашуллă территорисем пирĕн 2 пин ытла. Енчен эпир хамăра çак тавлашăва туртса кĕме ирĕк парсан, вăл вăрах пырĕ тата юлашкинчен çĕршыва пайланса кайма “пулăшĕ”. Çурçĕр Кавказри вăрçа, çĕршыв пайланассине чарма пултартăмăр. Сепаратизм каялла чакрĕ, терроризмăн хăвачĕ сĕвĕрĕлчĕ. Чечен Республики Раççей Федерацийĕн тулли праваллă субъекчĕ пулса тăчĕ.

Пурнăç шайĕ тата парăмсем

90-мĕш çулсенче çухатнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн шайне унчченхипе танлаштарма пултартăмăр.

Пĕлтĕр шалти пĕтĕмĕшле продукт шайĕ (ВВП) юлашки çичĕ çулпа танлаштарсан 8, 1 процент ÿсрĕ. 2007 çулхи кăтартусемпе Раççей Италипе Францирен те иртсе кайрĕ, тĕнчери чи вăйлă çĕршывсен шутне кĕчĕ. Патшалăхăн тулашри парăмĕ ВВПн виçĕ проценчĕ чухлĕ чакрĕ.

Тупăш тата ача çураласси çинчен

Сакăр çул хушшинче çынсен тупăшĕ 2, 5 хут ÿснĕ. Пенси те çавăн чухлех хăпарнă. Ĕçсĕрлĕхпе чухăнлăх шайĕ 2 хут пĕчĕкленнĕ.

Пĕлтĕр чи нумай ача çуралнă, кун чухлĕ ача çут тĕнчене килни юлашки 15 çул хушшинче те пулман.

Вĕрентÿ тытăмĕ çинчен

Вĕрентĕвĕн наци тытăмĕн аталанăвĕ – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Раççейре тĕнчери чи лайăх вĕрентÿ шайне çитме пурте пур – пуян йăла-йĕрке, вăй-хăват. Пуçаруллă тата тăрăшуллă çынсене пулăшса пымалла çеç.

Демографи çинчен

Пирĕн çĕршыври кашни иккĕмĕш арçын 60 çула пурăнса çитеймест. Намăс! Раççей халăхĕ çулсерен чакса пырать. Çынсем вилессине çитес вăхăтрах 1, 5 хут чакарас, 2020 çул тĕлне çынсен пурăнас вăтам çулне 75 çула çитерес тĕлĕшпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2008
00:00
Поделиться