Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хÿтĕлевçĕ пулма хатĕрленсе

Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ чи сумлă уявсенчен пĕри пулни никама та иккĕлентермест. Чăн-чăн хÿтĕлевçĕ, салтак авалтанпах халăхăмăрăн хисепне тивĕçнĕ. Çакна кашни вĕренекен шкул сукмакне такăрлатнă çулсенчех аван ăнланса илет. Хăй те аслисем ертсе пынипе хÿтĕлевçĕ пулма хатĕрленет. Ăс-хакăлпа çеç мар, вăй-хал тĕлĕшĕнчен те çирĕп пулмаллине ăнланать. Çак тĕллеве пурнăçлакан Çĕршывăмăр ĕçне пирĕн шкул та хăй тÿпине хывать. Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетсе, çĕршыв хÿтĕлевçисене сума суса, çулленех февральте çарпа спорт вăййисен уйăхлăхне ирттеретпĕр.

Кăçал та Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта февраль уйăхĕнче тĕрлĕрен массăллă мероприятисем чылай иртрĕç. Акă, Сталинград патĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунине халалласа савăнăçлă лару иртрĕ. Унта çакăнти хаяр çапăçу çинчен шкулти истори предметне вĕрентекен Николай Алексеевич Михатайкин интереслĕ каласа пачĕ. Шкулти библиотекăра эрнипех “Салтак мухтавĕ” кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Çав вăхăтрах 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Прохор Трофимовăн “Сталинградцы” романĕ тăрăх вулав конференцине йĕркелерĕç.

Февралĕн 12-мĕшĕнче “Манăн атте тата эпĕ – пысăк юлташсем” темăпа ачасен ÿкерчĕкĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Курава пĕтĕмлетнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна 9 клас, иккĕмĕшне 7 класс, виççĕмĕш вырăна 5 класс ачисем тухрĕç. Инна Ильинан, Марина Ярусован тата Алиса Медведеван ÿкерчĕкĕсем уйрăмах пысăк хака тивĕçрĕç.

Февралĕн 14-мĕшĕнче Çарпа патриотизмла юрăсен фестивалĕ иртрĕ. Кĕçĕн классенчен пуçласа аслă классем таранах ачасем фестивале активлă хутшăнчĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи пултаруллисем 3-мĕш, 5-мĕш, 9-мĕш тата 10-мĕш классенчи ачасем пулчĕç.

Февралĕн 16-мĕшĕнче аслă классем хушшинче хĕллехи мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна 10-мĕш класри, 2-мĕш вырăна 9-мĕш класри, 3-мĕш вырăна 11-мĕш класри футболистсем йышăнса грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Февралĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ “Зарница” вăййа 3 команда хутшăнса тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Чи вăйлисем – 6-мĕшпе 8-мĕш классенчи ачасен командисем. Вĕсем пылак çимĕçе тивĕçрĕç.

Февралĕн 20-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе пур класра та “Паттăрлăх” темăпа калаçусем ирттерчĕç. Февралĕн 22-мĕшĕнче “А ну-ка, парни!” конкурс пулчĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна 10-мĕш класри каччăсем тухрĕç. Чи хастарри Владимир Храмов пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна 9 класри, виççĕмĕш вырăна 10 класри яшсем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем парса чысларĕç.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2008
00:00
Поделиться