Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çул çитмен çамрăксене – тĕрĕс воспитани

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен районти комисси ĕçĕ нумай енлĕ. Иртнĕ çул унăн членĕсем чылай ыйтусене тишкернĕ. Акă, çулталăкра 20 лару ытла ирттернĕ, право йĕркине сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен органсен 74 материалне, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пăхса тухнă.

Хальхи вăхăтра районта кун пек 64 çемье пулнине тупса палăртнă. Вĕсенче çул çитмен 122 ача пурăнать. Ял тăрăхĕсен, шкулсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе йăла условийĕсене шута илсе çак списока çĕнетеççĕ. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе ачасене вырăнта комисси ларăвне чĕнсе профилактика ĕçĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр 75 çемьене çитсе курса вĕсен пурнăçне тишкернĕ. Кашнинчех ачан пурăнакан çурт-йĕрпе йăла условийĕсене шута илсе акт çырнă, ашшĕ-амăшĕпе калаçнă. Кунпа пĕрлех çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухнă, социаллă пулăшу панă. Çакăн хыççăн хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсене эрех ĕçессинчен юсанма янă.

Шел пулин те, пурте тĕрĕс çул-йĕр тытса пыраймаççĕ-ха. Ачисен асапĕ-хуйхине ăнланасшăн мар вĕсем. Пĕлтĕр ашшĕ-амăшĕн правинчен 33 çынна хăтарнă. 27 ачана патшалăх учрежденийĕсене тата йĕркеллĕ çемьесене вырнаçтарнă. Çакна та палăртса хăвармалла. Ку таранччен районĕпе 35 çемье 50 ачана усрава илнĕ.

Комисси шкулсемпе тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Унăн членĕсем çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнсене тухса каçхи рейдсем ирттереççĕ.

Ачасен шăпипе кÿршĕ-аршă интересленсе тăнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Иртнĕ çул йĕркеллĕ мар ашшĕ-амăшĕсем пирки комиссие 12 çăхав çитнĕ. Кашнинех вырăна тухса тĕрĕсленĕ, кирлĕ мерăсем йышăннă. Учетра тăракан çул çитмен ачасемпе ĕçлесси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. 2007 çул вĕçленнĕ тĕле райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссийĕнче 26 ача учетра тăнă. Вĕсем çумне тренерсемпе физкультура учителĕсене, район Пухăвĕн депутачĕсене, профилактика енĕпе ĕçлекесене çирĕплетнĕ. Çавăн пекех учетра тăракан çамрăксемпе йĕрке хуралçисем, физкультурăпа спорт, сывлăх сыхлавĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем тĕл пулусем ирттереççĕ.

2007 çулхи март уйăхĕнче «Малашлăх сирĕн алăра» ятпа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Унта асăрхаттару ĕçне йĕркеленипе пĕрлех йĕркене пăснă ачасем ирĕкрен хăтарсан мĕнле лару-тăрăва лекнине сăнласа панă. Май уйăхĕнче ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе тата йĕркене пăсакан ачасемпе ĕçлес ыйтупа семинар пулнă. Пĕлтĕрхи август уйăхĕнче шалти ĕçсен пайĕ право йĕркине пăсакан çамрăксемпе пуху ирттернĕ. Унта ашшĕ-амăшĕсене те чĕннĕ. Август уйăхĕнче Кив Атикасси, Штанаш ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, Хусанушкăнчи, Мăн Этменти шкулсенче вĕренекенсемпе тата учительсемпе, Питĕркассинче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе, Тури Çĕрпÿкассинчи ачасемпе, РОСТО курсанчĕсемпе тĕл пулусем иртнĕ. Ноябрьте Мăн Этменте тата Атнарта вĕренекенсемпе, Хусанушкăнче тата Çĕн Атикассинче ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ачасем вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă чухне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа таччăн çыхăнса ĕçлет. Çапла вара йĕркеллĕ мар çемьесенчи учетра тăракан ачасене чи малтан ĕçе вырнаçтараççĕ. Акă, иртнĕ çул 480 ача ĕçе вырнаçнă. Çав шутран 4-шĕ – ĕçсĕр пурăнакансем, 54-шĕ – тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен, 9-шĕ – йĕркеллĕ мар кил-йышран, 10-шĕ – çул çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракансем, ыттисем сахал тупăшлă çемьесенчен.

Йĕркеллĕ мар çемьесенчи ачасене тата учетра тăракан çамрăксене çуллахи вăхăтра сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене кайма путевкăсем панă. Июнь уйăхĕнче социаллă хÿтлĕх пайне виçĕ путевка килнĕ. Ашшĕ-амăш прависенчен хăтарнă çемьесенчи ачасем валли документсем хатĕрленĕ. «Салют» лагере кайма 10 путевка, «Шурă чулсем» лагерь валли çичĕ путевка ярса панă. Пĕр ача «Единая Россия» политика партийĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе уçăлнă ертсе пырас туртăмлă ачасен лагерĕнче канса вăй пухнă. Тăватă çамрăк «Çĕршыва хÿтĕлетĕп» çарпа спорт лагерĕнче пулнă. Пурĕ сакăр çĕрте – Атнарти, Хĕрлĕ Чутайри, Хусанушкăнчи, Мишеркассинчи, Тралькассинчи, Штанашри, Тури Çĕрпÿкассинчи, Питĕркассинчи шкулсем çумĕнче лагерьсем ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе Указ кăларчĕ. Çакна шута илсе социаллă хÿтлĕх пайĕнче хальхи вăхăтра йĕркеллĕ мар тата сахал тупăшлă çемьесене ыр кăмăллăх фондĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшма список хатĕрлеççĕ.

Районта çул çитменнисене спорт мероприятийĕсене явăçтарас ĕçе аван туса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул 70 ытла ăмăрту ирттернĕ. Кĕрешÿсене çул çитмен 3 пин ытла çамрăк хутшăннă. Ачасен спорт шкулне 345 ача çÿрет, вĕсем çичĕ енлĕ спортпа интересленеççĕ. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче 19 кружок ĕçлет, унта 380 вĕренекен çÿрет, çав шутран 8-шĕ – учетра тăракансем. Ачасен искусство шкулĕнче пурĕ 5 уйрăм, 8 ушкăн, 102 ача хăйĕн пултарулăхне ÿстерет.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ вĕренекенсем сăлтавсăрах уроксене сиктерни çинчен кашни эрнерех комиссие пĕлтерсе тăрать. Классен ертÿçисемпе социаллă педагогсем кун пеккисем патне киле тухса çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçаççĕ. Çакăн хыççăн та ача занятисене сиктерет пулсан, ăна тата унăн ашшĕ-амăшне комисси ларăвне чĕнеççĕ. Иртнĕ çул 19 вĕренекен ĕçне пăхса тухнă. Çапкаланса çÿреме кăмăллакан 11 ачапа калаçу ирттернĕ. Тĕрлĕ училищĕсенчен килнĕ 23 материала пăхса тухнă, 7 вĕренекене училищĕрен кăларса яма ирĕк панă, ыттисем вĕренĕве малалла тăснă.

Пĕтĕмĕшле илсен, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси ĕçĕ курăмлă. Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре унăн пĕлтерĕшĕ пысăк.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси телефонпа çыхăнмалли “хĕрÿ лини” йĕркеленĕ. Унăн номерĕ: 2-16-76. Кирек кам та шăнкăравласа хăйне шухăшлаттаракан, интереслентерекен ыйтăва пама пултарать.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2008
00:00
Поделиться