Хатĕрлев ĕçĕ çÿллĕ шайра
– Эпир хальхи вăхăтра пĕçернĕ кăлпасси, çурма тĕтĕмленĕ кăлпасси изделийĕсем, чусталлă тата ашлă çурма фабрикатсем туса кăларатпăр, – паллаштарчĕ кунти Е.Г.Перепелкина мастер. – Тÿрех каламалла, ассортимент пуян – пурĕ 38 тĕслĕ. Халăхран туяннă аш-какайпа ĕçлетпĕр. Цеха çĕнĕ оборудованипе пуянлатса пыратпăр. Çакă продукци пахалăхне лайăхлатма май парать. Иртнĕ çул лентăллă пăчкă туянтăмăр. Ун чухне вăл 62 пин тенкĕ тăратчĕ. Паянхи кун уншăн 75 пин кăларса хумалла. Мĕншĕн тесен питĕ паха оборудовани вăл. Унпа усă курса эпир выльăхăн шăнтнă ашне тирпейлĕ ваклама пултаратпăр. Какай татăкĕсене полиэтилен пленкипе чĕркетпĕр те лавккасене ăсататпăр. Çынсем ăна кăмăлласах туянаççĕ.
Хăнасем кăлпасси цехĕ кăларакан продукцие тутанса пăхрĕç. Пурте: “Тутлă, хуларинчен пĕртте кая мар”, – тесе хакларĕç.
Райпон хатĕрлев кантурне çитсен пухăннисем кунти тĕрлĕ складсене кĕрсе курчĕç. Тырă вĕтетекен машина патĕнче чылайччен чарăнса тăчĕç.
– Эпир кÿршĕри Чулхула облаçĕнчен тĕрлĕ культурăсем туянатпăр, – терĕ Е.Соловьев. – Вунă тонна ытла тиекен пысăк автомашинăсем складах кĕреççĕ. Тырă вĕтетес ĕç конвейер меслечĕпе пулса пырать. Пирĕн умра халĕ выльăх пусмалли пункта ĕçе кĕртес задача тăрать. Чăннипе вăл хатĕр темелле. Ăна хута ярас пулсан халăхран вăкăрсем е сыснасем туянмалла.
Кивĕ хут складĕнче макулатура нумаях мар. Ăна тăтăшах патшалăха ăсатса тăраççĕ. Кунта пресс-машина вырнаçтарнă, унпа усă курса пухăннă хута тĕркемлеççĕ. Эмел курăкĕсем типĕтмелли тата ытти чĕр тавар склачĕсем те тухăçлă ĕçленине палăртмалла.
– Эпир халĕ ял çыннисенчен сĕт пухас ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр, – терĕ малалла Евгений Викторович. – Çавна май 12 тонна кĕрекен сĕт сивĕтмелли установка лартрăмăр. Хĕл кунĕсенче ăна ĕçлеттерместпĕр. Çуллахи шăрăхра вăл питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен халăх сĕт нумай сутать. Паян куллен 7, 5 тонна сĕт пуçтаратпăр. Хушма хуçалăхра ĕне тытакансем продукцие лавккасене параççĕ. Çапла вара вĕсемпе укçапа та, таварсемпе те татăлатпăр.
Семинар-канашлăва хутшăннисем Атнар лавккине те çитсе курчĕç. Кунта ĕçлекенсем халăхран куллен вăтамран 500 килограмм сĕт йышăнаççĕ. Çулла ку хисеп палăрмаллах ÿсет. Ун чухне сăвăм пысăкланать, каç енне сунă продукцие те пухмалла пулать.
Укçа-тенкĕ çине куçарсан 2007 çулта хатĕрлев ĕçĕ мĕнле пулса пынă-ха; Хатĕрлев çаврăнăшĕн калăпăшĕ 16 850 пин тенкĕпе танлашнă е 140, 4 процент. Пĕлтĕр, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 5250 пин тенкĕ ытларах хатĕрлев ĕçĕсене е 15 тĕрлĕ план-заданирен 14-шне чыслăн пурнăçланă. Ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутăн илесси 7 тĕрлĕ пулнă, пур енĕпе те плана тултарнă. Иртнĕ çул, 2006 çулхипе танлаштарсан, 57 центнер аш-какай, икĕ хут сĕт, 860 центнер çĕр улми, 484 центнер пахча-çимĕç, 50 центнер улма-çырла тата ыттине те ытларах хатĕрленĕ.
Хальхи вăхăтра хатĕрлев кантурĕ 22 çынлă йыша пĕрлештерсе тăрать. Унăн хăйĕн ятарлă лавкка пур. Кунсăр пуçне утар та йĕркеленĕ.
– Пĕлтĕр эпир райпо туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă турăмăр, – терĕ райпо Канашĕн председателĕ А. Ю.Степанов. – Мĕн пур суту-илÿ ĕçченĕсем çак паллă юбилея ÿсĕмсемпе кĕтсе илес тĕллевпе тăрăшрĕç. Халĕ районта 70 ял, 49-шне райпо тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерет. Кунпа пĕрлех 3 ялта автолавккасемпе тавар сутатпăр. Пирĕн конкурентсен хисепĕ 66 çитрĕ. Çав шутра Хĕрлĕ Чутайра кăна вĕсем 36 шутланаççĕ. 171 предпринимателе тата 27 пĕчĕк предприятие шута илнĕ. Районăн тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕр 305 млн. тенкĕ пулнă, райпон тавар çаврăнăшĕ 148 млн. тенке çитнĕ. Эпир кашни çын пуçне 7876 тенкĕлĕх тавар сутнă.
Семинар-канашлу ĕçне “Чăвашпотребсоюзăн” хатĕрлев енĕпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Татьяна Ивановна Сонина хутшăнчĕ. Вăл та, ытти хăнасем те хĕрлĕчутайсем хатĕрлев ĕçне тата суту-илĕве аван йĕркеленине, лавккасенче тĕрлĕ тавар нумаййине, сутуçăсем халăха кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленине палăртрĕç.