Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Професси мĕнле суйламалла»

Эпир Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренетпĕр.

Тăван шкула эпир питĕ юрататпăр, ăна иккĕмĕш тăван кил вырăннех хуратпăр. Мĕншĕн тесен кунта пирĕншĕн, ачасемшĕн, чунне пама хатĕр ырă кăмăллă учительсем ĕçлеççĕ. Вĕсем ачасене çирĕп пĕлÿ парас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. Шкул пурнăçĕ питĕ интереслĕ, кунта час-часах тĕрлĕ мероприятисем, уяв каçĕсем, конференцисем тата ыттине те ирттереççĕ.

Акă, иртнĕ эрнере Л.Л.Долгова соцпедагог 9-11-мĕш классем хушшинче «Професси мĕнле суйламалла;» темăпа калаçу ирттерчĕ, сĕнÿсем пачĕ. «Профессисен тĕнчи» ятлă вăйăна та эпир хаваспах хутшăнтăмăр. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух «Ÿссен эсир кам пулатăр;» ыйтăва пире тăтăшах паратчĕç. Эпир вара: «Учитель, тухтăр, космонавт», – тесе калаттăмăр. Калама кăна çăмăл иккен, эпир çакна халь тин ăнлантăмăр. Професси суйлас ĕç çăмăлах мар.

Февралĕн 13-14-мĕшĕсенче вара ачасем хушшинче олимпиада иртрĕ. Унта хутшăнма ачасем малтанах хатĕрленме пуçларĕç. Шкулти тата ялти библиотекăсенчен тĕрлĕ профессисемпе паллаштаракан кĕнекесем илсе вуларĕç. Руслан Михатайкинпа Алексей Селянкин пĕрремĕш, Татьяна Храмовапа Кристина Ильина иккĕмĕш, Марина Ярусова, Алиса Селянкина, Инна Ильина виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсене эпир саламлатпăр, малалла та пысăк ăнăçусем сунатпăр. Çĕнтерÿçĕсем март уйăхĕнче районти олимпиадăна хутшăнса шкул чысне хÿтĕлĕç.



20 февраля 2008
00:00
Поделиться