«Нарспи» поэмăна 100 çул çитнĕ май
Мероприятие хатĕрленсе пултаруллă вĕренекенсем шанса панă ĕçе чунтан парăнса пурнăçларĕç: ялти сумлă ветерансемпе курса калаçрĕç, тăван ен историне сăнлакан тĕрлĕ литературăпа паллашрĕç, тăван енĕн паллă пулăмĕсене кăтартакан сăн ÿкерчĕксене тупрĕç, хăйсем те сăнсем ÿкерчĕç, пухнă материалпа усă курса проект ĕçĕсем пичетлерĕç, презентацисем хатĕрлерĕç.
Конференцие хутшăннисем мишеркассисем пуринчен те маттуртарах пулнине палăртрĕç, уйрăмах Оля Микушкина пурнăçланă «Манăн тăван ен – Мишеркасси. Иртни. Хальхи. Пуласси.» презентацийĕ те, проект ĕçĕ те, доклачĕ те нумайăшне килĕшрĕ. Хĕр ачана хавхалантарса мухтакансем те чылаййăн пулчĕç.
Февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине пичетленĕренпе 100 çул çитнĕ май ирттернĕ литература конкурсĕ валли те О.Микушкина лайăх ĕç хатĕрленĕ, «Нарспири» «Сарă хĕр» сыпăк тăрăх презентаци йĕркеленĕ.
Литература конкурсне хутшăннă 5-11-мĕш классенчи ытти ачасем те маттур пулчĕç. Пиллĕкмĕшсем «Силпи ялĕнче», 6-мĕш классем «Сарă хĕр», тăххăрмĕшĕнче вĕренекенсем «Вăрманта» сыпăксенчен илнĕ йĕркесене пăхмасăр каларĕç. «Нарспи ĕçĕ» сыпăкри хăш-пĕр вырăнсене сценка евĕр кăтартса çиччĕмĕшсем куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Нарспи рольне К.Микушкина, М.Трифонов Тăхтаман пулса, автор сăмахĕсене Л.Андрианова шăрантарса пурне те савăнтарчĕç. Декорацисемпе костюмсене хатĕрлес енчен М.Федотовапа А.Медведева пысăк тăрăшулăхпа ăсталăх кăтартрĕç.
Саккăрмĕшсем те вĕсенчен юлмарĕç. «Çимĕк каçĕ» сыпăкри ĕçсене (Нарспи – И.Хрисанова, Сетнер – Д.Мухаров, ял хĕрарăмĕ – О.Романова) сăнласа куракансене авалхи чăваш ялĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕç.
Жюрин хисеплĕ членĕсем А.И.Волкова тата Л.Л.Долгова пĕтĕмлетÿсем туса I вырăна 7-мĕш тата 8-мĕш класс ачисем, II вырăна вун пĕрмĕшсем тухнине, 9-мĕш класра вĕренекенсем III вырăн йышăнма пултарнине палăртрĕç.
Литература конкурсне ирттерме пулăшса шкул библиотекарĕ Р.В.Вазякова «Нарспи» поэмăри ĕçсене сăнлакан стенд, кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.
Конкурс сценарине чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Г.Н.Медакина хатĕрлерĕ. Мероприятие уçă сасăллă, лайăх дикциллĕ Н.Мухаровапа (11 класс) В.Храмов (10 класс) ертсе пычĕç.
Мероприятие хутшăннисем, чăнах та, талантлă ачасем. Вĕсем хăйсен пултарулăхне малалла та аталантарса пырасса шансах тăратпăр.