Хушма хуçалăх аталанать
Ялсенчи пуçаруллă та пултаруллă çынсем паянхи пурнăç уттипе тан пыма тăрăшни савăнтарать. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Владимир Ярайкин сумалли 4 ĕне тытать. Унсăр пуçне вăкăр, пăрусем пур унăн. Çавăн пекех Александр Мареев – 4 ĕне, 3 пăру, Валерий Ефимов – 3 ĕне, Тумликассинчи Ольга Ульянова – 2 ĕне, Ишеккассинчи Клавдия Никитина – 3 ĕне, Туктамăшри Николай Яндрайкин 2 ĕне, пăру усраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине кура çемье бюджечĕ те пуянлансах пырать.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа районти килти хушма хуçалăха аталантарса пыракан 1108 çын унпа таччăн çыхăннине палăртмалла. 2007 çулта кăна заемщиксен хисепĕ 629 çынпа танлашнă. Вĕсене патшалăх пурĕ 125 млн. тенкĕ ытла кредит парса пулăшнă. Унпа усă курса ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартнă, юсаса çĕнетнĕ, ăратлă выльăх туяннă.