Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар
– Паян Елена Федоровнапа Александр Ермолаевич Ивановсем пĕр мăшăр пулса 50 çул пурăннине паллă тăваççĕ. Çемье – вучах, вăл çунса ăшă кăларса тăрсан унăн малашлăхĕ вăрăм. Акă, Елена Федоровнапа Александр Ермолаевич пурнăçăн анлă çулĕпе пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. 50 çула кунсем çине куçарсан 18250 кун пулать, çавăн чухлĕ вĕсем пурăнаççĕ. Кунта – савăнăçĕпе хуйхи те, ыррипе усалли те, пуррипе çукки те. Вĕсем çавсене çĕнтерсе, пурнăçа ĕненсе, ачасем çуратса, юратса, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Çав вăхăтрах хăйсем ял нĕрне кĕртсе, ялта хисеплĕ çынсем пулса пурăнаççĕ.
Елена Федоровна (хĕр чухнехи хушамачĕ – Мидакова) 1937 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Утаркасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Çемьери ачасенчен чи асли – Елена. 1952 çулта Хватукассинчи шкула пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Ĕç стажне 36 çул хушши тăван «Искра» колхозра ирттернĕ. 60-мĕш çулсенче агроном пулса ĕçленĕ, 1973-1992 çулсенче, тивĕçлĕ канăва тухиччен, экономист пулса тăрăшнă. Ĕçне кура – хисепĕ. 1965 çулта Е.Иванова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕç пулнă. Çавăн пекех ăна Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденĕсемпе, медальпе, чылай грамотăпа наградăланă.
Александр Ермолаевич 1932 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Утаркассинчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Александр – улттăмĕшĕ. А.Иванов хăйĕн ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Вăл 17 çул хушши «Искра» хуçалăхра ĕне фермин заведующийĕ пулса тăрăшнă, 15 çул – выльăх-чĕрлĕхсен тухтăрĕ, 2 çул – уй-хир бригадирĕ.1966 çулта А.Иванова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысланă.
Елена Федоровнапа Александр Ермолаевич ачаранах пĕрле выляса ÿснĕ, пĕр шкулта вĕреннĕ, вĕсен кил-çурчĕсем пĕр-пĕринчен инçе мар вырнаçнă пулнă.
1958 çул... Çăварни эрни. Елена Федоровнапа Александр Ермолаевич пĕр çемьене чăмăртаннă. Калас пулать, вĕсен хăйматлăхĕсем хăйсен ялĕнчи Григорийпе Валентина Порфирьевсем пулнă. Паянхи кун В.Порфирьева пирĕнпе юнашар. Шел те, Г.Порфирьев пирĕнтен уйрăлса кайнă.
1959 çулта Ивановсен пĕрремĕш чун тĕпренчĕкĕ Галина çут тĕнчене килнĕ. Паянхи кун вăл Шупашкар хулинчи 53 " шкулта ачасене пĕлÿ парать, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ÿстереççĕ.
1961 çулта иккĕмĕш хĕрĕ Тамара кун çути курнă. Тамара ача садĕнче воспитатель пулса тăрăшать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕрпе ывăла çут тĕнче парнеленĕ.
1972 çулта Ивановсен йăхне тăсакан Сергей ывăлĕ çуралнă. Вăл Хусанти ветеринари академийĕнче алла специальноç илнĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстереççĕ.
«Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар», – теççĕ халăхра. Ĕмĕре йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра – ăс, алăра – ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ. Çут тĕнчене кашни çын хăйне панă ĕмĕр тăршшĕне пурăнса ирттерме килет. Кашнин хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ. Çын ĕмĕрне 100 çулпа виçеççĕ. Анчах та, çĕр çула çити пурăнаканнисем питĕ сахал. Манăн вара Ивановсене 100 çула çитме çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.