Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç юратупа илемлĕ

Илемлĕхпе юрату пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çапла мар-и-ха? Ара, эпир пурте хитре япала курсан савăнатпăр вĕт-ха: ăна хăвăртрах илсе чикетпĕр е магазинра туянатпăр.

Хĕрпе каччă хушшинчи юрату та чи малтанах çавăнтан пуçланать. «Тĕнчене юрату тытса тăрать» – тесе те ахальтен каламан. Шутласассăн: кашни çын хăйне май характерлă, ăс-пуçлă тата пултаруллă. Çапах та теприсем вара сăн-сăпат енчен çав тери илĕртÿллĕ, уйрăмах – хĕрарăмсем. Ун пеккисем çинчен «Хĕр чухнехи хитрелĕхе çухатман» – тенине час-часах илтме пулать.

Акă, пирĕн умра чăваш хĕрĕ илемлĕн пăхса тăрать. Тен, ăна шурă кĕпипе саппунĕ хитрелетсе янă; Çук, çук, апла калас килмест. Хитре çуралнă тата хăйне типтерлĕ тытма пĕлекен хĕр мĕн ватăлса виличченех килĕшÿллĕ сăн-сăпатпа пурăнать. Халĕ вара вулакансене унпа паллаштарма та вăхăт çитрĕ пулĕ. Ку – Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхне кĕрекен Йĕрĕхкасси ял хĕрĕ, Галина Алексеевна Кузьмина. Хучаш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă 17-ри пике чăваш тумне мĕн сăлтавпа тăхăннă-ши; Ун чухне, 1972 çулта, республикăри чылай районсем йĕркеленнĕренпе 45 çул çывхарса пынă. Уяв уявах, ăна лайăх кĕтсе илсе паллă тумалла. Йĕрĕхкассисем те, Раиса Герасимова клуб заведующийĕ ертсе пынипе, хăйсен юрри-ташшисемпе Етĕрнери культура çурчĕн сцени çине тухнă тата таврари ял халăхне савăнтарнă...

Çамрăклăх, паллах, чăн-чăн таса юратупа тата хитре юрă-кĕвĕпе уйрăмах хаваслă, кăмăла çĕклентерет. Гальăна та чылайăшĕ сăнасах пурăннă, анчах та çавăрма хăранă, мĕншĕн тесен унăн ял вĕçĕнчи пĕчĕк пÿртре чун савнийĕ пулнă. Кашни каçах шурă хурăн айĕнче ларнă: юрату туйăмĕсене пытарман, ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа тунă.

– Хамран пĕр çул аслăрах Лазарь Бундинпа (1954-2003) эпĕ Мăн Явăш шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухнех туслашрăм. Сакăр çул çÿрерĕмĕр килĕшÿллĕ каччăпа, хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Вăл – 21-ре, эпĕ 20-рен кăшт кăна иртнĕччĕ. Иксĕмĕр те Шупашкарти пĕр хваттерте пурăнтăмăр. Упăшка – радиотелемастер, эпĕ – телеграфистка. Тепĕр çулах Сергей ывăл çуралса пире çунатлантарчĕ. Декретлă отпускра ывăлпа атте-анне килне куçрăмăр, чирлесен районти больницăсенче те выртрăмăр. Мăшăрпа уйрăм пурăнни пирĕн пурнăçа пăтратса ячĕ. Çемьене упраса хăварма йĕрсе ÿкĕтлерĕм пулин те, вăл килĕшмерĕ. Мĕншĕн тесен унăн вăл вăхăт тĕлне Штанашри Гальăпа çĕнĕ çемье чăмăртаннăччĕ, Çĕмĕрлере пурăнатчĕç. Çавăнтах вăл, 5 çул каярах, чирлесе вилчĕ, – аса илет халĕ Галина Алексеевна.

Юрату, чăнах та, юрлаттарать те, пурăнма пĕлмесен вара чĕрене те ыраттарать. Пĕрремĕш юратупа чăмăртаннă çемье ытла та хăвăрт арканни çамрăк арăма канăçсăрлантарать, кулянтарать. Хуйхă-суйха путарма Галя улăхри совхоз фермине çÿрет, ĕнесем сăвать. Тăрăшуллă доярка ÿсĕмсем тăвать, социаллă ăмăртăва хутшăнать. Кĕçех, 1977 çул вĕçнелле, ăна ялти магазин заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кунта та ырăпа палăрать вăл, плансене тултарса пырать. Çав хушăрах ялти клуб çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕпе те çыхăну татмасть, репетицисене хаваспах çÿрет. Сăмах май, драмăпа хор кружокĕсене 30 çула яхăн ертсе пынă Раиса Герасимова çине тăнипе, çамрăксем сахал мар концерт-спектакль хатĕрленĕ. Хăйсен ăсталăхне ял халăхне çеç мар, кÿршĕллĕ Элĕкпе (Шуркасси, Кивуй, Мăн Выла, Мăн Ямаш) Хĕрлĕ Чутай (Штанаш, Тури Çĕрпÿкассипе Анат Çĕрпÿкасси) районĕсенчи ял çыннисене те кайса кăтартнă.

Тăватă çултан Галина Кузьмина ялти магазинпа сыв пуллашать те Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмарккари магазинра ĕçлеме тытăнать. Мĕншĕн тесен, шăп çав ялти Владимир Абрамов килĕштернĕ те ăна, шахтăран таврăнсанах качча илсе кайнă. Тепĕр тăватă çултан вĕсем Йĕрĕхкассине таврăнаççĕ: 1986 çулхи çулла Галя Надя ятлă хĕр çуратать. Çемьеллĕ мăшăра «Выльский» совхоз администрацийĕ ялти пĕр пушă çурта вырнаçтарать. Пурнăç майĕпен майлашса пыма тытăнать. Çулталăкранах Галина уй-хир бригадине йышăнать те пĕр улшăнмасăр 12 çул халăхпа хавхаланса ĕçлет, упăшки те унран уйрăлмасть. Кайран вара иккĕшĕ те ял хыçĕнчи выльăх-чĕрлĕх фермине утма пуçлаççĕ: Галина – заведующи, Володя – слесарь. Унтанпа каллех тепĕр 12 çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ ĕнтĕ.

Килĕштереççĕ мăшăрсем пĕр-пĕрне, хисеплеççĕ те. Çирĕм çичĕ çул пĕрле пурăннă тата ĕçленĕ тапхăрта вĕсем кирпĕчрен çĕнĕ кил-çурт çавăрса лартнă. Хăйсен пекех, Сергей ывăлне те пĕлтĕр икĕ хутлă çурт тума пулăшнă. Вăл та виçĕ ача ашшĕ пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, кооперативра ДТ-74 тракторпа тăрмашать. Арăмĕ бригадăна çÿрет. Надя хĕрĕ те кăçал 22 çул тултарать. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ хыççăн Шупашкарти пĕр кафене вырнаçнă, заочно майпа ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕве малалла ÿстерет.

Пурнăç юратупа илемлĕ тата телейлĕ. Çакна мăшăрсем питĕ лайăх ăнланаççĕ тата тĕпе хураççĕ. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли сахал мар. Сăмахăма вара пĕр юрăри çак йĕркесемпе вĕçлес килет:

«Юратса пурăнмалла, юратса кăна,

Пĕтĕм пурнăç – юрату çĕр çинче кăна».



"Пирěн пурнăç"
12 февраля 2008
00:00
Поделиться