Эсĕ çеç ман чĕрере
Таньăпа Ваня пĕр ялтах, мĕн ачаран пĕрле выляса-кулса ÿснĕ. Икĕ çамрăк хушшинчи туслăх 10-мĕш класа çитсен тин юратăва çитĕнсе çитрĕ. Вĕсен хушшинчи туйăмсем кунран-кун вăй илсе пычĕç. Тунсăхлама та вăхăт çукчĕ икĕ юратăвăн. Хĕллехи вăрăм, çуллахи çăлтăрлă каçсенче те пĕрле пулма тăрăшрĕ икĕ çамрăк. Ял-йыш та ăнланса пăхрĕ вĕсем çине. Вĕсем чи телейлисемччĕ çакă тĕнчере. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине туйса илсен туй пирки те ĕмĕтленнĕччĕ вĕсем...
Анчах та пурнăç пĕр урапапа кусмасть çав. Икĕ юратнă “кăвакарчăнăн” уйрăлма тиврĕ. Ваньăна тăванĕсем Ленинград хулинчи çар училищине вĕренме кĕме сĕнчĕç. Ваня ку тахçанхи ĕмĕт пулнипе килĕшрĕ. Юратнă çынпа уйрăлмаллине пĕлсен Таньăна салху пусрĕ. Уйрăлу каçĕнче вĕсем пĕр-пĕрне ĕмĕрлĕхех савма тупа турĕç, вĕренсе таврăнсан туй тăвас пирки калаçса татăлчĕç.
Икĕ çул йĕркеллехчĕ-ха. Ваня кашни кун тенĕ пекех юратнă хĕрĕ патне шăнкăравласах тăчĕ. Анчах та юлашки икĕ эрнере Ваньăран пĕр сас-хура та пулмарĕ. Таня хăй шăнкăравласан та Ваня хурав памарĕ. Хĕр чĕри шикленчĕ.
Акă паян та вăл телефона алла илчĕ. Телефонра илемлĕ хĕр сасси хурав пачĕ. Таньăшăн тĕнче хуралса килчĕ. Алăри телефон урайне ÿкрĕ. “Çук! пулма пултараймасть!” – тесе йĕрсе ячĕ хĕр. Килте пĕччен чăтса лараймарĕ, урама тухрĕ. Пушанса юлнă чĕре чăтăмсăррăн ыратрĕ...
6 уйăх хушши çак чĕрери суран хĕре асаплантарчĕ... Ваньăна манма шутларĕ хĕр. “Эпĕ те телейлĕ пулăп!” – тесе сăмах пачĕ хăйне хăй Татьяна. Темиçе каччă ытамĕнче те пулчĕ вăл. Анчах та канлĕх тупаймарĕ асапланакан чĕре. Кашни каччăра вăл Ваньăн сăнарне шырарĕ...
“Чун савниçĕм, манаймастăп эпĕ сана. Ваня – эсĕ манăн пурнăç. Мĕншĕн пирĕн шăпа çапла пулса тухрĕ-ши!” – тесе йĕчĕ хĕр.
Çĕнĕ çул каçĕ. Сехет вун пĕр çапрĕ. Такам алăка шăнкăрав панипе Таня хăраса кайрĕ. Вăл алăк патне пырса вăрахăн алăка уçрĕ. “Ваня...” – тесе хытса тăчĕ хĕр. Каччăн хăмăр куçĕсен ытамне ÿкрĕ вăл. Вĕсен хушшинче кĕлленнĕ юрату çĕнĕ вăйпа алхасрĕ. Ваня хĕре хĕрлĕ розăсем тыттарчĕ. Унăн пичĕ çинче пысăк шрам пулнине халь тин асăрхарĕ Татьяна. “Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ, Ванюша;” – терĕ вăл каччăн куçĕсем çине пăхса. Хĕр Ваня Чечен пленĕнче пулнине, 6 уйăх госпитальте выртнине пĕлчĕ. Телефона вара унăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ тытнă пулнă иккен.
“Эпĕ сана кăна юрататăп! Танюша, эсĕ çеç манăн чĕрере. Çак уйрăлу вăхăтĕнче те эпĕ сан пирки çеç шухăшланă. Йывăр вăхăтра та мана санăн сăну çеç пулăшрĕ. Хамăн пурнăçа сана çеç парнелетĕп”, – терĕ те Ваня Таньăна хыттăн чуп туса илсе ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕ. Стена çинчи сехет вун иккĕ çапрĕ. Çак вăхăтра çĕнĕ çемье тĕвĕленчĕ.