Патшалăх пулăшăвĕпе усă курар
Хальхи вăхăтра патшалăхăн «Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр» наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çивĕч те яваплă задачăсем тăраççĕ. Умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласси çăмăл ĕç мар. Чи малтанах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ шухăша ярать. Çакна шута илсе «Çурт-йĕр” программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммине йышăннă. Ку ыйтăва 2006 çулта район депутачĕсен Пухăвĕнче те пăхса тухнă. Çумпрограммăна кашни хăй ирĕкĕпе хутшăнать. Акă, ачасăр çамрăк çемьене хваттер хакĕн 35 проценчĕ чухлĕ укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Пĕр е ытларах ачаллă çемьесене вара 40 процент субсиди лекет. Çавăн пекех пĕр е ытларах ачаллă çемьере упăшки е арăмĕ çамрăк шутланать пулсан, тулли мар çамрăк çемье тесе палăртаççĕ. Ăна çурт-йĕр хакĕн 40 процентне параççĕ. Субсидин 10 процентне федераллă бюджетран, 25 процентне – республика бюджетĕнчен, 5 процентне вырăнти бюджетран уйăраççĕ.
2007 çулта районти 13 çамрăк çемьене пурĕ 3816, 855 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çав шутран 977, 14 пин тенки федераллă бюджетран, 2442, 825 пин тенки – республикăран, 396, 9 пин тенки вырăнти бюджетран килнĕ. Кăçал 36 çамрăк çемье çумпрограммăна хутшăнма пултарать тесе палăртнă. Вĕсенчен 10-15-шĕ 4 миллион та 500 пин тенкĕ таран субсиди илĕ.
2005 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе «2006-2010 çулсенче «Авариллĕ тата кивĕ çуртсенче пурăнакан районти граждансене урăх çĕре куçарасси çинчен» программăна çирĕплетнĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн 31 çемье валли йĕркеллĕ хваттер кирлĕ. 2005 çулта 18 хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Çав çулах строительсем федераллă тата республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туллин усă курнă. 2006-2007 çулсенче çурта хăпартнă çĕрте вырăнти бюджет укçа-тенкине тăкакланă. Акă, иртнĕ çул строительство ĕçĕсем валли район бюджетĕнчен 1 миллион та 250 пин тенкĕ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 300 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа пĕтĕмпех усă курнă.
2008-2010 çулсенче 18 хваттерлĕ тепĕр çурт çĕкленмелле. Подряд организацийĕ хăй вăйĕпех ăна тума пуçланă. Проектпа смета докуменчĕсем тăрăх ăна хăпартма 1 кварталта 20367, 33 пин тенкĕ тăкакланать.
2007 çулта социаллă ипотека кредичĕн лимичĕ 1 миллион та 111 пин тенкĕпе танлашнă. 5 граждан кредит илнĕ.
2007 çулта районĕпе 28, 577 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутран Хĕрлĕ Чутайра 39 хваттерлĕ çурт (1748 тăваткал метр). 2008 çулта вара 29, 5 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр тумалла. Çав шута район центрĕнчи 18 хваттерлĕ çурт та (792 тăваткал метр) кĕрет.
– «Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялсенче ĕçлекен граждансен, çамрăк çемьесен, çамрăк специалистсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе федераллă бюджетран субсиди уйăраççĕ, – тет район администрацийĕн обществăлла инфратытăм тата коммуналлă хуçалăх аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ С.Ильина. – Вăл хваттер хакĕн 30 процентĕнчен ытла мар. 2007 çулта ку енĕпе 8 çемьене 762, 36 пин тенкĕ парса пулăшрăмăр. Пĕлтĕр çавăн пекех 7 çамрăк çемье федераллă бюджетран 1224, 8 пин, вырăнти бюджетран 1667 пин тенкĕ илчĕ.
Пурне те паллă, çурт-йĕр ыйтăвĕ ĕлĕкренех çивĕч пулнă. Халĕ те çаплах. Анчах ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çакă çамрăксене яла ытларах юлма, ĕç тупма пулăшасса, хамăр тăрăх пуянлăхĕпе пурлăхне хушса пыма çул уçасса шанас килет.