«Медицина ачи»
Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем йывăр та асаплă. Çемьере пурĕ ултă ача. Коля тăваттăмĕш, çут тĕнчене 1932 çулхи июль уйăхĕнче килнĕ. Ялсенче выçлăх хуçаланнă. Коля та выçăпа чирлесе шыçăнать, çапах та ăна Турри пăрахмасть. Ача çăлăнса юлать.
Ашшĕ, Порфирий Прокопьевич Прокопьев 1893 çулхи июль уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Етĕрне уесĕн Хучаш вулăсне кĕрекен Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Татьяна Матвеевна, кÿршĕллĕ Анат Çĕрпÿкасси ял хĕрĕ, унтан 7 çул каярах çуралнă. Çамрăк мăшăрсем тăван ялта кантăр тата йĕтĕн вăррисенчен çу çапакан машина хуçин кил-çурт вырăнне туянса юлаççĕ. Хуçи, Григорий Филиппович, 1917 çул хыççăн çĕршывра çĕнĕ самана хумĕ сарăлсан ялтан тухса каять.
Хăтлă кил-çурт ача-пăча сассипе тулма пуçлать.
Порфирий Прокопьевич 1972 çулта вилет. Арăмĕ, Коля амăшĕ, 98 çулах çитет. Аслă аппăшĕ, Анна Порфирьевна (1932 ç.), ашшĕпе амăшĕн кил вучахне сÿнме памасть, ун ăшшине упрассишĕн ырми-канми тăрăшать.
Коля вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăта çĕнтерсе, Хурашашри çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерет те, тăван ялĕнчен 13 çухрăмра вырнаçнă Штанаш вăтам шкулне вĕренме кĕрет. 1951 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет. Çав çулах Ленинградри Çар медицина академине кайса кĕрет. Çавăнтах аспирантурăра ăслăлăхне туптать. Медицина наукисен кандидачĕн ятне тивĕçет. «Медицина ачи» тетчĕç ăна килтисем», – каласа парать Анна Прокопьевна. Ленинградра нумай çулсем хушшиех ĕçлемест, Мускав облаçне куçать. Унтах пенсие тухать. Арăмĕпе ывăл ÿстереççĕ. Ĕç ветеранĕ халĕ 76 çула кайрĕ.