Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Манас марччĕ Мария Ухсай ятне

Чăваш радио Мария Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитни пирки хыпарланине пĕтĕм Чăваш халăхĕпе пĕрле эпĕ те илтрĕм. Шухăша путрăм. Я.Г.Ухсайăн тăван культурăри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пуриншĕн те паллă. Мария Ухсай вара...

Пирĕн ÿсĕмри яшсем пĕлеççĕ-и ăна; Çав шутрах – эпĕ те. Шкул программине кĕртнĕ произведенисен йышĕнче ку ят пач çук тесен те йăнăш мар. 5-мĕш класра асăннисĕр пуçне, паллах. 3 кĕнекеллĕ «Кăра çилсем» повесть авторĕ пулнине радио пĕлтерни мĕне тăрать. Кăсăклăх тăван шкул библиотекине çитерчĕ. Вулавăшра темле тăрăшса шырасан та М.Ухсай ятне курасси, хайлавĕсене алра тытасси пулмарĕ. Мĕнле вăрттăнлăх пытарăннă-ши ку ятра; Тен, ĕçĕсем те пач пĕлтерĕшсĕр; Ирĕксĕрех аслăрах юлташсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ.

Килти библиотекăсенчен кăларса ывăтман иккен-ха «Кăра çилсем» повеçе. Пĕрре ларса тенĕ пек асăннă хайлавăн пĕрремĕш кĕнекине вуласа тухрăм. Тыткăнларĕ. Унта сăнланнă ĕçсемпе пирĕн хушăмăрта 100 çула яхăн пулсан та паянхи чăваш ялĕн чылай ÿкерчĕкĕсем куç кĕрет. Çук, кивелмен М.Ухсай ĕçĕ. Йывăрлăхсем умĕнче чарăнмасăр талпăнма хавхалантарать.

Шыравăн тупсăмĕ пирки юлташсене пĕлтерме васкарăм. Канашларăмăр. М.Ухсай ятне ыттисене те, пирĕн пек маннисене, аса илтерме асăну каçĕ ирттерме йышăнтăмăр.

Материал шыраса каллех «Тăван Атăлпа» «Ялав» журналсен тахçанхи номерĕсенче чакаланма тиврĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Кристина Ильина писателĕн кĕске биографийĕпе паллаштарчĕ. Çамрăк хĕре, Мария Дмитриевнăна, колхозсем пуçланнă тапхăрта колхоз председательне суйланин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Сергей Романов Республика карттине ÿкерсе çыравçăн тăван Карач ялĕн вырăнне кăтартни кĕçĕннисене интереслентерчĕ. Кристина Журавлева литературăри тĕрлĕ критиксем асăннă повеçе еплерех хакланине танлаштарса тишкерчĕ. Инна Ильина хайлавăн хăйне уйрăмах килĕшнĕ сыпăкĕсене вуласа пачĕ. М.Ухсай пултарулăхне пĕтĕмĕшле хак пама, аслисем пулăшнипе, Настя Солдаткинана шанчĕç. Çыравçă пурнăçĕпе тÿрремĕн çыхăннă Варламăн ула вăкăрĕ пирки Таня Макарова вуласа пани пурне те хайлава алла тытма хистерĕ.

Тантăшсем! Тен, эсир те «Кăра çилсем» повеçе тупса вулама вăхăт тупăр. Манас марччĕ Мария Ухсай ятне.



"Пирěн пурнăç"
08 февраля 2008
00:00
Поделиться