Хуласене пĕрлештерес тĕллевлĕ
2008 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем Раççей Президентне суйланипе пĕрлех икĕ хулана пĕрлештерессипе çыхăннă шухăш-кăмăлне палăртĕç. Çак куна Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн (879 ", 2008.01.15) тата Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн (39-1 ", 2008.01.11) йышăнăвĕсемпе сасăлав кунĕ тесе палăртнă.
Суйлавçăсем “Эсир Шупашкар хулине тата Çĕнĕ Шупашкар хулине пĕр хула округне – Шупашкар хулине – пĕрлештерме хирĕç мар-и;” ыйтăва хуравлĕç.
Влаç çыннисемпе тĕрлĕ специалистсем икĕ хулана пĕрлештернин паха енĕ чылай пулнине тата çакă пĕлтерĕшлĕ вун-вун тĕллеве пурнăçа кĕртме май панине палăртаççĕ.
"Пирěн пурнăç"