8 çемьене – амăшĕн капиталĕ
Кăçал районта 8 хĕрарăм амăш капиталĕн патшалăх сертификачĕсене алла илнĕ. Сăмах май, пирĕн тăрăхра та ача çуратакансен йышĕ ÿсет. Çакă, паллă ĕнтĕ, патшалăх пулăшăвĕпе тачă çыхăннă. Акă, иккĕмĕш ача çуралнипе – 5, виççĕмĕш ача çуралнипе 6 заявлени йышăннă.
Иртнĕ эрнере Мăн Этменте пурăнакан Ятмановсем патшалăх сертификачĕн телейлĕ хуçисем пулса тăнă. Ăна ку çемьене иккĕмĕш ачашăн панă.
Ачана пăхса ÿстересси, вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парасси пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Патшалăх çакна шута илсе пулăшни ашшĕ-амăшне йыш хушма хавхалантарать.
"Пирěн пурнăç"