Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕç сыхлавĕн конкурсĕ

Çак кунсенче йĕркелÿ комитечĕ ĕç сыхлавĕн смотр-конкурсне хутшăннă районти организацисен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кĕрешĕве пурĕ 40 ытла предприяти, организаци тата учреждени тухнă.

Пĕрремĕш ушкăнра (ĕçлекенсен йышĕ 100 çын таран) “Пилеш” ача сачĕ” муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕ çĕнтернĕ. Унта ĕç сыхлавĕпе условийĕсене лайăхлатма йышăннă программăсене вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Ĕç сыхлавĕн комиссийĕ, профсоюзăн ку енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ пысăк тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла.

Иккĕмĕш ушкăнра (ĕçлекенсен йышĕ 100-тен пуçласа 500 çын таран) “Хĕрлĕ Чутайри районти тĕп больница” муниципаллă сывлăх учрежденийĕ кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, чи мала тухнă. Кунта ĕç сыхлавĕн кунĕсене, ку енĕпе ларусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Коллективра паянхи кунпа çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухаççĕ, малашлăх задачисене палăртаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
08 февраля 2008
00:00
Поделиться