Çунатлă туссен йышĕ ан чактăр
Хăвăртрах иртнĕ çулсенчех усă курнă сырăша илсе тухса çурт çумĕнчи йăмра тураттинчен çакрăм. Выльăх пусса тирпейлесен ятарласа хăварнă ăш çăвне вĕтетсе патăм. Мĕн тетĕр – чылаййăн пухăна пуçларĕç кăсăясемпе çерçисем каçхине апат хурса панă вырăна. Тăвăртарах туйăнчĕ те, Сергей шăллăма тепĕр сырăш тутарса улмуççи çине çактартăм. Хăнана пынă Кристина тусăм та ман ĕçĕме асăрхарĕ. Тепĕр куннех сырăш çакса вăл та кайăксене хăналама пуçларĕ.
Каникул хыççăнхи малтанхи вĕренÿ кунĕсенчех, ытти çулсенче çирĕпленнĕ йĕркепе, пур классенче вĕренекенсем те шкул картишĕнчи йывăçсем çине сырăшсем вырнаçтарчĕç. Чылай кайăкăн хĕллехи апатлану вырăнĕ тесен те йăнăшмăн халь хамăр шкул пахчине. Ырă ĕçе манăçа ярас марччĕ çеç. Çунатлă туссен йышĕ ан чактăрччĕ, çулла вĕсем пире тивĕçлипех тав тăвĕç.