Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Воспитани ĕçĕн паянхи меслечĕсем

Çак кунсенче Мăн Этменти вăтам шкулта “Воспитани ĕçĕн паянхи меслечĕсем” ятпа районти семинар иртнĕ. Ун ĕçне шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем тата аслă вожатăйсем хутшăннă. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.Калейкина тухса калаçса çакна палăртнă: воспитани пахалăхĕ класс ертÿçинчен, вăл ĕçе мĕнле йĕркеленинчен, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕнчен, çемье традицийĕнчен нумай килет. Пухăннисене Алина Олеговна шкулти воспитани ĕçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшакан тĕп меслетсемпе паллаштарнă.

Мăн Этменти вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Ярабаев хăнасене электронлă çыхăнупа усă курса шкул тăрăх экскурсие илсе тухнă, 11 А класс ертÿçи Н.Фадеев класс презентацийĕ мĕнле иртнипе паллаштарнă. Вĕсем çавăн пекех шкул историйĕ, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем, пултаруллă учительсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă.

Т.Горбунова аслă вожатăй Çемье çулталăкне тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа “Звездный час” уçă мероприяти ирттернĕ. Унта тăватă çемье хутшăнса хăйсен ăсталăхне, тавçăрулăхне тата ăс-тăнне кăтартнă. Артемьевсем пĕрремĕш вырăна тухнă.



"Пирěн пурнăç"
05 февраля 2008
00:00
Поделиться