Укçа-тенкĕ енчен шанăç пур
Шупашкарта иртекен хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв мероприятийĕсем пулаççĕ. Республика пуçлăхĕ каланă тăрăх, аслă уява нумай спорт делегацийĕсен представителĕсем те хутшăнаççĕ. Çавна май вăл Сергей Гапликов премьер-министра уяв программине хатĕрлес тĕлĕшпе темиçе хушу панă.
Çак тапхăртах Чăваш Енĕн тĕп хулинче салютсемпе фейерверксен виçĕ кунлăх фестивальне ирттереççĕ. Çакăн евĕрлĕ фестиваль Шупашкарта пĕрремĕш хут пулать, – тенĕ Николай Федоров. – Ку проект Чăваш çĕрне туристсем ытларах илсе килме пулăшĕ.
2008 çулхи пĕрремĕш уйăх укçа-тенкĕ енĕпе лайăх шанăç çуратать. Чăваш Республикинчи налук службин ертÿçи Аркадий Дергачев пĕлтернĕ тăрăх, январь уйăхĕнче бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене 2 млрд. 671 млн. тенкĕ пухнă. Çак шутран республика бюджетне 563, 36 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку вăл заданин 108, 7 проценчĕ чухлĕ, иртнĕ çулхи çак уйăхринчен 39 процент ытларах.
Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Алла Стальская çакна палăртнă: кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа республикăри районсемпе хуласенче геодези приборĕсемпе усă курса вырăнти объектсене ÿкерме тытăнаççĕ. Ĕçе конкурсра çĕнтернĕ ку енĕпе специализациленнĕ организаци – «Научно-производственное аэрогеодезическое предприятие «Меридиан Ç » ООО пурнăçлать. Çапла вара ялсемпе районсен электронлă картисене йĕркелеççĕ.
Иртнĕ çул республикăра вĕçевпе ÿкерÿ ĕçĕсене тунă. Çакă вырăнти муниципаллă тытăмсен ортофотопланĕсене хатĕрлеме май панă. Халĕ вара çак материала электронлă картăсене кĕртсе çĕнетеççĕ.
Электронлă картăсемпе патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕрсене ял хуçалăх енĕпе уйăрнă тата мониторинга кĕртнĕ чухне усă кураççĕ. Çакăн пек картăсем муниципаллă районсен территорийĕсенчи автоçулсене, ялсене кĕмелли çулсене, урамсене тата ыттине те палăртма пулăшаççĕ. Кунпа пĕрлех гидротехника сооруженийĕсене, социаллă инфраструктурăн промышленноçпа инженери объекчĕсене, гидротехника сооруженийĕсене тата ыттине те палăртма кирлĕ çав картăсем.
А.А.Стальская аэрогеодези предприятине ĕçленĕ чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пулăшса пымалли çинчен каланă.