Ырă улшăнусем
РФ Президенчĕ В.Путин: «Чăваш Енре çĕршыври лайăх аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекен ялти шкулсене пĕтернĕ ачасен хисепĕ вунă хут мар – çĕр хут ÿснĕ!»
«Вĕрентÿ» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе вĕрентÿ тытăмĕнче чылай ырă улшăну пулнине туйрăмăр ĕнтĕ. «Шкул автобусĕ», «Çĕнĕ шкул» тата ытти программăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Шкулсен пурлăхпа техника бази те самаях çирĕпленчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянланчĕç. Уйрăмах иртнĕ çулта база шкулĕсенче вĕренекен пĕрремĕш класс ачисем валли çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарчĕç. Столовăйсенче те оборудованисене çĕнетрĕç. Çакă курăмлă пысăк ĕç.
Наци проектĕнче палăртнă тĕп тĕллев – паха пĕлÿ илме майсем туса парасси. Наци проекчĕ шкул ачисене лайăх вĕренме, паха та тарăн, çирĕп пĕлÿ пухма майсем туса пани куç кĕрет. Апла пулсан «Вĕрентÿ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать тесе калама пулать.
Районти вĕренекенсен пĕлÿ шайне, пĕр енчен, вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене епле вĕренме кĕнине тишкерсен курма пулать. Акă, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн мониторинг енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Ю.Н.Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, 2007 çулта районти вăтам шкулсенчен 175 ача вĕренсе тухнă. 2006 çулта вара пурĕ 166 выпускник шкулпа сыв пуллашнă. Икĕ çул хушшинчи кăтартусене пăхсан, Мишеркассинчи тата Питĕркассинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем 2007 çулта аслă вĕренÿ заведенийĕсене ытларах вĕренме кĕни курăнать. Акă, 2006 çулта Мишеркассинчи вăтам шкула 9 ача пĕтернĕ, вĕсенчен 2-шĕ аслă вĕренÿ заведенине пĕлÿ пухма кĕнĕ. Çакă 22, 2 процентпа танлашать. Çак çулах Питĕркассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухса 9 çамрăк аттестат илнĕ. Вĕсенчен 5-шĕ (55, 6 процент) аслă вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ пулса тăнă. 2007 çулта вара Мишеркассинчи шкула пĕтернĕ 6 ачаран 4-шĕ, Питĕркассинчи шкулпа сыв пуллашнă 9 яшпа хĕртен 6-шĕ (67-шер процент) аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме пултарнă. Атнарти вăтам шкулăн ку енĕпе кăтартăвĕсем юлашки икĕ çул хушшинче пĕрешкелех пулнă, выпускниксем аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕни 50 процентпа танлашнă. Районти ытти шкулсен кăтартăвĕсем палăрмаллах ÿсмен. Калас пулать, районĕпе илсен 2007 çулта аслă вĕренÿ заведенийĕсене тÿлевсĕр майпа 26 çамрăк кĕме пултарнă, 2006 çулта – 5 ача сахалрах. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулне асăнмалла, кунти выпускниксем 2006 çулта 9-ăн, 2007-мĕшĕнче 10-ăн экзаменсене ăнăçлă тытса, тÿлевсĕр майпа вĕренме кĕрсе аслă вĕренÿ заведенийĕн студенчĕсем пулса тăнă. Чутайсем хыççăн мăнэтменсем иккĕмĕш вырăнта пыраççĕ, 2006 çулта 5 çамрăк, 2007-мĕшĕнче 9 яшпа хĕр тÿлевсĕрех асăннă аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыракан курăмлă та витĕмлĕ пулăмсем ялти шкулсенчи ачасене тăрăшса вĕренме, учительсене вара тулли кăмăлпа тата вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме хавхалантараççĕ. Вĕрентекенсем чунне парса ĕçленине кăтартусем аванах çирĕплетсе параççĕ.