Чи лайăх тĕл перекенсем
Иртнĕ эрне кун районти спорт шкулĕнче оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхне хутшăнса пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту иртнĕ.
Унта шкул ачисем, çара кайма хатĕрленекен каччăсем хастарлăх кăтартнă. “Зарница” вăййа хутшăннисенчен малти вырăна С.Трифонов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш – И.Ильин (Мăн Этмен), виççĕмĕш – Д.Егоров (Питĕркасси). “Орленоксенчен” вăйăра пултаруллăрах Е.Максимов (Мăн Этмен) пулнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Тимкинапа (Хĕрлĕ Чутай) Д.Давыдов (Çĕн Атикасси) пайланă.
Çамрăк йĕкĕтсен кĕрешĕвĕнче Д.Владимиров çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăна С.Ермеев (Мăн Этмен) тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене РОСТО Канашĕн Хисеп грамотисемпе тата укçан премисемпе чысланă.
"Пирěн пурнăç"