Анна аппа 99 çулта
Шулю ялĕнче пурăнакан Анна Сергеевна Медакина кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕнче 99 çул тултарчĕ.
Вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçне хастар хутшăннă: çум çумланă, суха тунă, тырă вырнă, курăк çулнă, утă-улăм пуçтарнă... Каçсерен çăм арланă, алсиш-чăлха çыхнă. Йывăрлăхсене парăнма хăнăхман хастар хĕрарăм, хуçалăхра та, килте те ырми-канми тăрăшнă.
Халĕ Анна аппана юратнă кинĕ Анна Андреевна пăхса пурăнать. Унăн та çулĕсем пур, вăл 79 çулта. Мăшăрĕ, Александр Яковлевич, çĕре кĕнĕ.
Анна Сергеевна шăпине ÿпкелемест. Самана çуллен ырă енне улшăнни ăна савăнтарать. “Пенси укçине киле килсех параççĕ, тутлă апат-çимĕç çитереççĕ, çăвăнса тасалма пулăшаççĕ. Çакă мар-и вăл çыншăн ырлăх”, – тет вăл.
"Пирěн пурнăç"