Пенси виçи ÿсрĕ
Ватлăхри ĕç, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсисем – хăйсен тытăмĕнче страховани пайĕ пуррисем – февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланĕç.
Пенсионерсен мĕн пур категорийĕ валли çирĕплетнĕ виçепе палăртнă база пайĕпе танлаштарсан страховани виçи кашни пенсионерăн тĕрлĕрен пулать, вăл стаж, шалу тата ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне тÿленĕ взнос мĕнле пулнинчен килет. Çавăнпа та страховани пайне 12 процент индексациленĕ май кашни çыннăн укçа пĕрешкел ÿсмест.
Чăваш Республикинче ĕç пенсийĕсем февраль уйăхĕнчен вăтамран 178 тенкĕ хăпараççĕ. Тĕслĕхрен, ватлăхри ĕç пенсийĕ вăтамран – 200, инвалидлăхпа – 113, тăрантарса пурăнакана çухатнипе параканнисем 134 тенкĕ ÿсеççĕ. Çарта суранланнипе инвалида тухнă çынсен вăтам ĕç пенсийĕ – 232, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен 256 тенкĕ нумайрах пулать.
Февраль уйăхĕнчи индексацие шута илсен Чăваш Республикинче пенси тÿлеме уйăхсерен каякан тăкак 59 миллион тенкĕ чухлĕ пысăкланать.