Математикăпа физика эрни
Шкулта кашни çулах тĕрлĕ предмет эрнисем иртеççĕ. Акă, январь уйăхĕн 22-29-мĕшĕсенче “Чи ăслисем” ятпа физикăпа математика эрни иртрĕ. Çак эрнере вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем “Тавçăруллисемпе савăнăçлисен клубĕ”, “Хамăр вăйă”, “Çăлтăрлă сехет”, кĕçĕннисем “Чи лайăх шутлакан”, “Çинçе вырăн” вăйăсенче ăмăртрĕç. Эрне тăршшипех çамрăк математиксемпе физиксем интеллектуаллă марафонра тупăшрĕç. Чи ăслисемпе тавçăруллисем çаксем пулса тăчĕç: Д.Бродюков, Д.Стожаров, А.Хорайкин (1 кл.), К.Фондеркин, А.Перепелкин, А.Медведев (2 кл.), А.Князьков (3 кл.), К.Фадеева, В.Жуков (4 кл.), С.Фадеев, В.Вазин, Э.Шарафисламова, Е.Эзенкина (5 кл.), О.Вазина, Н.Вазина, Ю.Вазин (6 кл.), Ю.Мырочкин (8 кл.), В.Ермолаев, Ф.Железнов (10 кл.), А.Филиппов (11 кл.).
Предмет эрнине ирттерни ачасен тавçăрулăхне ÿстерме пулăшать. Çавăн пекех ачасем тĕрлĕ предметпа кăсăкланса кайни куçкĕрет. Ку ашшĕ-амăшĕсене те, вĕрентекенсене те питĕ савăнтарать.