Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йывăрлăха лекнисене социаллă пулăшу парса пулăшатпăр

“Хĕрÿ лини” ыйтăвĕсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ивановна ЯРАБАЕВА хуравлать. Палăртмалла, районта пурăнакансене уйрăмах çак ыйтусем пăшăрхантараççĕ.

– Пĕлтĕр социаллă хÿтлĕх пайне ачашăн уйăхсерен паракан пособие илме документсем тăратрăмăр. Кăçал ăна хăш вăхăтра тăратмалла?

– Пĕлтĕр документсене хăш уйăхра социаллă хÿтлĕх пайне тăратрăр, кăçал та çав уйăхрах çитерсе парăр.

– Ачашăн уйăхсерен паракан пособие илме çулталăкран мĕнле документсене çĕнетмелле?

Çĕнетмелли документсем шутне çаксем кĕреççĕ:

3 уйăхри ĕç шалăвĕ (укçи);

çемье йышне палăртакан справка (состав семьи);

ĕçсĕррисен – ĕç кĕнекин копийĕ тата ял тăрăхĕнчен илнĕ ĕç çукки çинчен ĕнентерекен хут.

– Вăрçă участникĕсене автомашинăпа тивĕçтереççĕ-ши?

– Тивĕçтереççĕ, енчен те автомашина илме 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен документсене панă пулсан. Ун хыççăн документсем тăратнисене хальлĕхе тивĕçтермеççĕ-ха.

– Ачашăн уйăхсерен паракан пособие илме документсем социаллă хÿтлĕх пайне çитересшĕн, анчах та малтан çемьери 1 çынна миçе тенкĕ тивĕçмеллине пĕлесшĕн?

– Паянхи кун пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи 3351 тенкĕпе танлашать.

ЧР Президенчĕ 2007 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен ачашăн уйăхсерен паракан пособие илмелли право кашни çын пуçне çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен 150 процент таран пысăкрах тупăш тивекен çемьесене пулăшас тĕллевпе Указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ачашăн уйăхсерен тивекен пособие илме 1 çынна уйăхра 5026 тенкĕрен ытларах тивмелле мар.

– Хисеплĕ донорсене уйăхра миçе тенкĕ тивет тата вĕсем “Ĕç ветеранĕ” ята илме пултараççĕ-ши?

– Паянхи кун районта “Хисеплĕ донор” паллăна тивĕçнисем 36-ăн. Уйăхсерен вĕсене 618 тенкĕ те 25 пус тивет. Тивĕçлĕ канăва тухсан вĕсене “Ĕç ветеранĕ” ята илме “Хисеплĕ донор” паллă питĕ пысăк пулăшу парĕ.

– Ачашăн уйăхсерен тивекен пособи укçине сберкартăпа та илме пултарни пирки сас-хура çÿрет. Ку тĕрĕс-и?

– Тĕрĕс. Март уйăхĕнчен пуçласа ачаллă амăшĕсем пособи укçине банкран сберкартăпа илме пултараççĕ. Уйрăмах документ тăрăх ялта пурăнакан, Шупашкарта тата ытти хуласенче тĕпленнĕ çамрăк çемьесене пулăшу кÿрет. Вĕсем района килмесĕрех пособи укçине илме пултараççĕ.

– Райпо тытăмĕнче ĕçлетĕп. Тивĕçлĕ канăва тухма çулсем çитсе пыраççĕ. “Ĕç ветеранĕ” ята илме Чăвашпотребсоюзăн наградисем пулăшу параççĕ-ши?

2005 çулччен Чăвашпотребсоюзăн наградисем патшалăх наградисен шутне кĕнĕ. Паянхи кун эпир Чăвашпотребсоюзăн наградипе “Ĕç ветеранĕ” ята илейместĕр.



"Пирěн пурнăç"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться