Хушма вĕрентÿ пахалăхĕшĕн
Çамрăк ăрăва пахалăхлă пĕлÿ парасси паян çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку енĕпе малалла кайма “Вĕрентÿ” наци проекчĕ пулăшать. Çакна шута илсе районта “Хушма вĕрентĕвĕн чи лайăх педагогĕ” конкурс иртет. Вăл вĕрентекенсен социаллă пĕлтерĕшне тата пултарулăхне ÿстерме пулăшĕ.
Хальхи вăхăтра районта хушма вĕрентĕвĕн виçĕ учрежденийĕ: ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, ачасен искусство шкулĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, кашни педагогăн комиссие хăйĕн автор программине, методикăпа дидактика ĕçĕсене, рекомендацисене, вĕрентÿ пособийĕсене тăратмалла. Кунпа пĕрлех вĕренекенсен юлашки виçĕ çул хушшинчи çитĕнĕвĕсене, педагог квалификацине ÿстернине, професси ăсталăхне тата ыттине те шута илеççĕ.
Документсене вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕнче кăçалхи мартăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
"Пирěн пурнăç"