Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăхран – сĕт

Райпон хатĕрлев кантурĕ халăхран сĕт пухассине аван йĕркеленĕ. Çак ĕçе ялсенчи лавккасем урлă туса пыраççĕ. Кунпа пĕрлех 3 автомашина уйăрнă. Çапла вара куллен вăтамран 7 тонна таран сĕт пуçтараççĕ.

Халăхпа укçа-тенкĕпе татăлас ĕç те кал-кал пулса пырать. Çынсем вăтамран эрнере пĕр хутчен укçа илеççĕ. Çавăн пекех вĕсем лавккаран харпăр хăйне кирлĕ тĕрлĕ тавар туянма пултараççĕ.

– Хальхи вăхăтра эпир сĕт паракансене кашни килограмшăн 11 тенкĕ тÿлетпĕр, – тет хатĕрлев кантурĕн ертÿçи Е.В.Соловьев. – Сăмах май, сĕте кÿршĕ районсенче те çак хакпах йышăнаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться