Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Атнарти фермăра – çĕнĕлĕх

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса малашлăхшăн тăрăшакан хуçалăх ертÿçисем фермăсене реконструкцилесе пыраççĕ. Çакă фермăра тăрăшакансен ĕçне чылай çăмăллатрĕ, продукци пахалăхĕ лайăхланчĕ. Акă, ку енĕпе А.Б.Новикова ертсе пыракан “Коминтерн” ЯХПК ырă тĕслĕх кăтартать. Туканашри сысна витине, комплексри ĕне фермине çĕнетсе мĕн пур ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелесе ячĕç.

Çак кунсенче Атнарта 130 пуç ĕне вырнаçмалăх фермăна çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Унсăр пуçне çамрăк пăрусене усрамалли вите хута янă, пушмак пăрусен витинче строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарассине те çĕнĕ технологипе туса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе икĕ трактор ĕçлет. Ĕçлекенсен кун йĕркине сменăпа йĕркеленĕ.

Пĕтĕмĕшле, асăннă ĕне фермине çĕнетме 6, 5 миллион тенкĕ тăкакланă.



"Пирěн пурнăç"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться