Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днем чувашской печати

                                  Хисеплĕ пичет ĕçченĕсем!

 

 

Сире пурне те Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Паянхи кун хаçатсемпе журналсенчи  вĕрентекен, пĕтĕмлетŸсем тăвакан, пулни – иртнине пĕлтерекен публикацисемсĕр çынна малалла пурăнма, ăс – хакăл енчен аталанма питех те йывăр. Журналистсен кăткăс ĕçне пула тавра курăм чылай анлăланать.

Эсир яланах пур çĕрте те малта пулма тăрăшатăр. Ахальтен каламаççĕ: «Информаци пĕлекен çын тĕнче шайĕнчине пĕлет». Эсир хăвăр чун, ăс – тăн пуянлăхне вулакансемпе пайлатăр. Ял çыннисен культура, чĕлхе, ăс – хакăл вăй - хăватне упрас тĕлĕшпе палăрмалла воспитани ĕçне туса ирттеретĕр. Малашне те хаçат страницисенче çĕнĕлле хайланă статьясемпе публикацисем вырăн тупччăр, вулаканăн кăмăлне тивĕçтерччĕр, тираж та устĕр.

Уяв ячĕпе сире Ÿсĕмсем, телей, ăнăçу сунатăп. 

  

 

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                            А.И.Криков



19 января 2008
00:00
Поделиться
;