Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы района Крикова А.И. с Новым 2008 годом

                          Хисеплĕ Хĕрлĕчутайсем, ентешсем, тăвансем!

 

 

Çĕнĕ çул çывхарать. Мĕн пур кăмăлтан сире асамлă та юратнă уяв ячĕпе саламлатăп.

Иртсе каякан 2007 çул япăх мар кăтартусемпе вĕçленет. Палăртма кăмăллă, район çыннисен пурнăçĕ чылай çĕнĕлĕхпе пуянланчĕ. Манпа нумайăшĕ килĕшессе шанатăп, пирĕн Ÿсĕмсем халăх вăйĕпе, пĕрле ĕçленипе, аван кăтартусемшĕн тăрăшнипе пулса пыраççĕ. Малашне те пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен, пĕр – пĕрне ăнланман самантсем пачах пулмĕç.

2007 çул тăватă тĕрлĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынипе паллă пулса тăчĕ.Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшŸллĕн, çĕнĕ çулсем ялсем патне çитнине аван пулăмпа танлаштармалла. Çитес çул пирĕн сирĕнпе пĕрле ĕç  планĕсем татах та пысăк.

Çĕнĕ çулта Сирĕн пурин те шухăш - ĕмĕтсем, тĕллевсем, шанчăкăрсем пурнăçланччăр. Кашни çемьерех канăçлăх, телей, савăнăç пултăр. Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илмелле пултăр.

  

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                                А.И.Криков



29 декабря 2007
00:00
Поделиться
;