Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днем матери

Хисеплĕ те хаклă аннесем!

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче раççей патшалăхĕ çемье уявне – амăшĕсен кунне паллă тăвать. Çав кун эпир кашниех аннесем патне ăшă салампа васкатпăр. Ăшă кăмăллă, çепĕç пулнишĕн, кил ăшшине упранăшăн, телейпе чун юратăвне парнеленĕшĕн тав тăватпăр.

Вăхăт пĕр май улшăнать, пĕр ăрăва тепри улăштарать, анчах та Хĕрарăм- анне, юрату, ыркăмăллăх нихăçанта пĕлтерĕшĕпе улшăнмаççĕ. Мĕн чухлĕ вăй – хăват, ăс – тăн, чун ăшши парнелемест –ши хĕрарăм – анне хăйĕн ачисене воспитани парас тĕлĕшпе.Тав тăвар – ха паянхи кун аннесене. Ырлăх та сывлăх пултăр сирĕн хаклă хĕрарăмсем, хисеплĕ аннесем, çемйĕрсенче килĕшŸпе ăнлануллăх хуçаланччăр, ачăрсем тимлĕрех те çепĕçрех пулччăр.  

 

 

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                                    А.И.Криков

 



23 ноября 2007
00:00
Поделиться
;