Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем милиции

Милицин хисеплĕ ветеранĕсемпе сотрудникĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Право йĕркине, саккунлăха сыхласси – кăткăс та яваплă, йывăр та хăрушă ĕç. кунта çыннăн чи паха енĕсем – вăй – хал, ырă кăмăл, паттăрлăх, хăвна ху хĕрхенменни – кирлĕ.Кил – тĕрĕшри тата урамсенчи йĕрке, районта пурăнакансен хăрушсăрлăхĕ, сывлăхĕ Милици тумĕ Тăхăннă çынсенчен килет.

Паян шалти ĕçсен органĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуян, преступлени тунине хирĕç ăнăçлă кĕрешме вăл шанчăк парать.Çапах та çав тери тŸрĕ кăмăллă, дисциплинăллă, общество умĕнче хăйсен яваплăхне туякан сотрудниксем çеç криминала хирĕç тăма пултараççĕ. Пурнăçри йывăр самантсенче эпир шăпах вĕсем патне пулăшу ыйтма пыратпăр. Милици ветеранĕсем, çамрăк ăрăва хăйсен паха опытне панăскерсем, тав сăмахне уйрăмах тивĕçлĕ.

Служба тивĕçне тŸрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн сире тав тăватăп. Шансах тăратăп, камăн шăпи саккуна хŸтĕлессипе çыхăннă, çавсем яланахсыхă6 хăюллă, професси тĕлĕшĕнчен çŸллĕ шайра пулĕç, хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçлĕç. Сире тата çывăç çыннăрсене çирĕп сывлăх, çăмăл мар службăра ăнăçу, ырлăхпа телей сунатăп!

 

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                         А.И.Криков

 

 



10 ноября 2007
00:00
Поделиться
;