Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем!

 

 

   Йышăнса илсемĕр уяв умĕнхи пур кăмăлтан тухакан салама. Çĕр ĕçченĕ, выльăх – чĕрлĕх пăхакан, фермер, агропромышленноçа аталантаракан комплексăн мĕн пур ĕçченĕ халăха пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса апат - çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Районăн фермисемпе уй – хирĕсенче тимлекенсене чыс та мухтав. Ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем çăмăлах мар ĕç условийĕсенче япăх мар кăтартусемпе савăнтараççĕ. Хуçалăхсен ертÿçисем çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса ĕçлеме тытăнни те кăмăла çĕклет. Юлашки вăхăтра тăватă ялхуçалăх предприятийĕ «агропромышленноç аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн выльăх – чĕрлĕх фермисенче ĕçе çăмăллатакан çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарать.

    Малашне шанас килет,  ĕç пахалăхĕ татах та ÿсĕ. Тăван çĕре юратса ĕçлекен халăхпа кирек мĕнле йывăрлăха та тÿссе ирттерме пулать. Обществăлла инфратытăм çине те, ялхуçалăх отраслĕнче тимлекен çамрăк çемьесем çине те патшалăх уйрăм  тимлĕх уйăрать. Апла пулсан, аталанаса малалла каясси хамăр алăра.

   Уяв ячĕпе саламланă май, пурне те вăрăм ĕмĕр, телей, çирĕп сывлăх сунатăп.

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                         А.И.Криков



26 октября 2007
00:00
Поделиться
;